Айăпсăр айăплăскер

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2019 10:32 Просмотров: 226

Иван Исаев – вăрманти тата пурнăçри тункатасем, тамăк хуранĕ тата венчете тăнин пĕлтерĕшĕ çинчен

2019 çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Чăваш Ен ШĔМĕн Следстви управленийĕ 2013 çулхи чӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче РФ УК 260 статйин 3-мĕш пайĕпе пăхнă преступлени паллисем тăрăх пуçарнă 132962-мĕш уголовлă ĕçе пĕтернĕ. Çапла вара, шанать çак уголовлă ĕçĕн тĕп фигуранчĕ, республикăн çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ пулнă Иван Исаев, ăна уголовлă майпа йĕрленипе çыхăннă, ултă çула яхăнах тăсăлса кайнă истори вĕçне пысăк пăнчă лартнă.

Маларах, пĕлтĕрхи раштавра, РФ Аслă сучĕн кассаци çăхавне кассаци инстанцине парасси çинчен тунă йышăнăвĕ пулнă. Тĕрĕссипе, çав документ – саккуна пăсса уйрăмах пысăк виçепе вăрман каснăшăн айăпланă, Шупашкар хулинчи Ленин районĕн сучĕн 2015 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнчи приговорĕпе 4 çуллăха условнăй майпа ирĕксĕр хăварнă экс-министрăн таса ятне тавăрассин пуçламăшĕ темелле. Мускавран «пӳрнепе тĕллесе кăтартнипе» кăçалхи нарăсра Чăваш Енĕн Аслă сучĕн Президиумĕ айăпланаканăн çăхавне тивĕçтернĕ, Ленин районĕн сучĕн приговорне пăрахăçланă. Тинех пĕтĕмпех хыçа юлчĕ теме пулать, çавна май эпир Иван Исаевпа курнăçма калаçса татăлтăмăр. Пирĕн калаçу – хăй вăхăтĕнче обществăра пысăк шăв-шав çĕкленĕ уголовлă ĕç «вăрттăнлăхĕсем» тавра.

Касмалла-и е çук-и?

– Иван Васильевич, коррупципе çыхăннă пысăк пăтăрмах сиксе тухнă чухнехине – ултă çул каяллахине – аса илер-ха. Сире «саккуна пăсса уйрăмах пысăк виçепе вăрман каснăшăн» айăпланă – министр мар, темле сĕмсĕр браконьер тейĕн...

– Эпĕ документсене алă пусни саккуна пăсса уйрăмах пысăк виçепе вăрман касассине сăлтавланă имĕш – мана çакăншăн айăпларĕç. Сăмах эпĕ 2011 çулта вăрман фончĕн территорийĕнче вăрмана сыхлассипе, хӳтĕлессипе тата çĕнĕрен чĕртессипе, çакăнпа пĕрлех йывăçсене вутă хатĕрлеме сутассипе-туянассипе çыхăннă патшалăх контракчĕсене, контрагентсем пурнăçламаллискерсене, алă пусни пирки пырать. Урăхла каласан, çав контрактсене пиçсе çитнĕ тата ватă йывăçсене касассине те кĕртнĕ. Айăплакан ен шучĕпе, çапла тума юраман – шăпах çакăнта вăйра тăракан саккунсене пăснине асăрханă. Раççей Аслă сучĕ вара эпĕ айăпсăррине çирĕплетрĕ. Унăн 2018 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнчи йышăнăвĕнче шурă çине хурапа çырнă: Исаев Вăрман кодексĕн требованийĕсене пăсман. Шăпах çакă уголовлă ĕçе пĕтерессине сăлтавларĕ те. РФ Аслă судĕнче пирĕн çăхав тĕлĕшпе питĕ тимлĕ пулчĕç. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Мускавсем кунтан уголовлă ĕçе ыйтса илнĕ – вăл вара 23 томран тăрать. Унтан килнĕ материалсенче эпĕ кăранташпа туртса палăртнă нумай вырăна асăрхарăм. Эппин, Мускавра ĕçе çиелтен, ячĕшĕн пăхса тухнипе çырлахман, пĕтĕмпех тĕплĕ паллашнă хыççăн мана айăпламашкăн сăлтав çук текен пĕтĕмлетӳ тунă.

– Прокуратура тата следстви органĕсем тӳрре кăларакан приговорсене мĕнлерех хаклани паллă – хăйсен ĕçĕнчи брак вырăнне хураççĕ. Ку тĕслĕхре вĕсен енчен кирек мĕнле пулсан та Исаев айăплине çирĕплетесех, кунта эсир каланă пек пысăк пăнчă мар, виçĕ пăнчă вырăнлă тени сисĕнмерĕ-и?

– Çук, пурте хăйсене йĕркеллĕ тытрĕç. Чăваш Енĕн Аслă сучĕн Президиумĕн членĕсем йышăну кăларса Ленин районĕн сучĕн приговорне пăрахăçларĕç.

Саккун вырăнне – çыру

– Айăплав, район сучĕн приговорĕ мĕн çинче никĕсленнĕ вара?

– Чи малтанах çакна каламалла: çав документсене, патшалăх контракчĕсене, эпĕ хатĕрлемен. Йĕркепе килĕшӳллĕн вĕсене республикăн вăрман планне, вăрман хуçалăхĕн регламенчĕсене тĕпе хурса территорисенчи лесничествăсем хатĕрленĕ. Çав документсенче, пусăм тусах палăртатăп, йывăçсене касассине те пăхса хăварнă. Хăвăрах шутласа пăхăр: хăрăк, пулса çитнĕ тата ватă йывăçсене касмасан вăрмана çĕнĕрен мĕнле чĕртмелле тет? РФ Вăрман кодексĕн 19 статйинче уçăмлă каланă – цитата илсе парам: «Вăрмана сыхлассипе, хӳтĕлессипе тата çĕнĕрен чĕртессипе çыхăннă мероприятисене пурнăçланипе пĕрле йывăçсене вутă валли касма сутаççĕ». Çавăнпа та айăплакан ен патшалăх контракчĕсемпе панă вăрман шутне пулса çитнĕ тата ватă йывăçсене те талккăшпех кĕртсе правăна пăснă тени чăнлăхпа килĕшсе тăмасть.

– Апла пулин те – ĕç-пуç приговор патне çитнĕ...

– Пĕрремĕш инстанци сучĕ манăн айăпа палăртнă чух нормăпа право акчĕ шутланман документа – Федерацин вăрман хуçалăхĕн агентствин 2010 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче хатĕрленĕ çырăвне – тĕпе хунă. Çав çырура вăрмансене сыхламалли, хӳтĕлемелли тата çĕнĕрен чĕртмелли патшалăх контракчĕсене пулса çитнĕ тата ватă йывăçсене сутассине кĕртме юраманнине палăртнă. Çырăва хăçан çырнине асăрхама ыйтатăп – ун чухне эпĕ çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ пулман-ха, çак должноçа мана çав çулах, анчах кăшт каярах – юпа уйăхĕнче – уйăрса лартнă. Урăхла каласан, айăплакан ен логикине тĕпе хурас тăк, ведомство ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлама тытăниччен манăн пĕтĕм архива – министерствăна ман умĕн килнĕ пĕтĕм почтăна – тишкермелле пулнă. Çавнашкал çыру – пайтах. Чăннипе, ку – Федераци агентствин специалисчĕсенчен пĕрин шухăшĕ, вăл сĕнӳ евĕр кăна, унăн юридици вăйĕ çук, ăна обязательнăй йĕркепе пурнăçлама кирлĕ мар. Тунката пысăк, анчах хăвăл – шăпах çак тĕслĕх...Мускаври ведомствăра такам йăнăшнă – те тимсĕр пулнипе, те пĕлменнипе, анчах çав йăнăша юлашки инстанцири чăнлăх вырăнне йышăнаççĕ. Саккуна мар, çакнашкал «специалист шухăшне» тĕпе хурса регион министерствин ертӳçине уголовлă статья пуртти айне хураççĕ. Ун чухне пĕтĕм çĕршыв çапла ĕçленĕ – патшалăх контракчĕсене пулса çитнĕ тата ватă йывăçсене касассине кĕртнĕ, анчах 2011 çул кăтартăвĕсем тăрăх пĕр регионта та çакнашкал практика тĕлĕшпе ӳпкев пулман. Уголовлă ĕçсем те çуралман, прокуратура енчен яваплăхăн ытти мери те пулман. Пирĕн право хуралçисем вара пионерсем пулчĕç, пач пулма пултарайман çĕрте преступлени тупрĕç.Сăмах май, судра эпир Федераци агентствин хайхи специалистне свидетель туса чĕнме ыйтрăмăр – унăн кăтартăвĕсем манăн шăпана пĕтĕмпех çапса хуçма пултарнă çав çыру статусне палăртма пулăшнă пулĕччĕç. Анчах, шел те, ăна тупма май килмерĕ – агентствăра ĕçлемест, унтан пăрахса кайнă пулас...

Тавах çывăх çынсене

– Хăвăр тĕрĕс пулнине ĕненнисĕр пуçне тата мĕн вăй пачĕ? Кам тĕревлерĕ?

– Çемье, çывăх çынсем. Шел те, çын тени вăл çапларах пуль – мана преступлени тунă тесе шанманни палăрсанах унччен тус шутланнисенчен хăшĕсем çухалчĕç, манпа калаçма пăрахрĕç. Çывăх çынсем вара – мăшăрăмпа хĕрĕмсем, маншăн ывăлсем пулса тăнă кĕрӳсем – эпĕ айăпсăрри пирки пĕртте иккĕленмен, вĕсем пулăшса пычĕç, тĕрев пачĕç. Вĕсене çăмăл килмерĕ тени – нимĕн те каламанниех. Сосновкăра пурăнатăп, унта мана кашниех пĕлет. Çав шутра – шкулта ман ачасемпе пĕрле вĕреннĕ çамрăксем те. Ашшĕне вăрăшăн айăплаççĕ те – манăн хĕрĕмсен çав çынсен куçĕнчен мĕнле пăхмалла тет? Çийĕнчен тата хĕрĕм качча тухрĕ – туй... Çĕнĕ тăвансем – вĕсем эпĕ нимĕн те вăрламаннине пĕлмен вĕт-ха, коррупционерпа, уголовникпа тăванлашатпăр иккен тесе пăшăрханчĕç пуль.Ĕç биографине йывăç комбиначĕн мастерĕнчен пуçланă, Чăваш Енри ял вăрманĕсен управленийĕн ертӳçин, çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн сумлă должноçĕсене йышăннă май хам валли керменсем тăваймарăм, ют çĕршывсенчи банксенче валюта шучĕсем уçаймарăм. Следстви тĕрĕсленĕ: нумай хваттерлĕ икĕ хутлă çуртри ахаль хваттерте пурăнатăп. Вăрман хуçалăхĕпе юнашар çурт – чаплăскер тееймĕн. Тăрăран çумăр анатчĕ. Хула администрацине тав – сапларĕç. Подъезда та йĕркене кĕртрĕç. Урăх манăн нимĕн те çук. Тата мунча тунă – пысăк мар, анчах пире çитет. Çывăх çынсем çавăнпа шӳтлеççĕ ĕнтĕ: ну, кала, миллионусене ăçта пытартăн? Хĕрĕмсене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кăна мар, ытти енĕпе те йывăр килчĕ. Уголовлă йĕрлев ултă çула яхăн тăсăлчĕ вĕт: чылай тăкакланма тиврĕ – адвокат пулăшăвĕ тӳлевсĕр мар. Манăн ĕç укçин пĕр пайĕ вара уголовлă ĕçпе çыхăннă сиене саплаштарма кайса пычĕ – Геннадий Мусабировпа иксĕмĕре субсидиарлă майпа явап тыттарма йышăннă. Мана, приговора пула ят-сум пăсăлнăскере, банксем кивçен пама килĕшмерĕç, ирĕксĕрех хĕрĕмсен кредит тыткăнне кĕрсе ӳкме тиврĕ – паянхи кун та кредитшăн тӳлеççĕ. Мана айăпланă пирвайхи кунран тытăнса эпĕ чăнлăх çĕнтерессе шаннă, анчах мана та тимĕртен туман – чылай çул хумханса-пăшăрханса пурăнни сывлăха хавшатрĕ. Пĕр сăмахпа, тамăк хуранĕнче пултăм, кунашкаллине тӳсме тăшмана та сунмăттăм.

Пуçлăха тĕлленĕ-и?

– Çăлтăрсене çутаççĕ тĕк, эппин, ку кама та пулин кирлĕ. Коррупципе çыхăннă пăтăрмах кама кирлĕ пулнă вара?

– Паллах, эпĕ кун пирки шухăшламан мар. Такам çапла майпа, тен, хăйĕн коррупципе кĕрешнине сăнлакан отчетне илемлетес тенĕ пуль: пĕчĕк чиновнике мар, чăн министра вăрăпа тытнă вĕт! – унăн ĕçне хакламалли пысăк плюс. Анчах медалĕн тепĕр енĕ те пур. Политика саккасĕ пулни пирки эпĕ пĕртте иккĕленместĕп. Республика Пуçлăхĕн суйлавĕччен нумаях та юлманччĕ, суйлав умĕнхи кĕрешӳ хĕрсе пыратчĕ. Хушаматсене, паллах, асăнмăп, анчах витĕм кӳме пултаракан вăйсем пурччĕ – вĕсем Михаил Игнатьева Чăваш Енĕн пĕрремĕш çыннин должноçĕнче курасшăн марччĕ. Мана министр должноçне Михаил Васильевич уйăрса лартнă. Вăт, вĕсем çапла хăтланса ăна ура хурасшăн пулнă та. Игнатьев çынни вăрăпа çакланнă! – янăравлă илтĕнет, çапла вĕт?.. Телее, вĕсен планĕ тӳрре тухмарĕ. Тунката çинче ларса юлчĕç – Михаил Васильевич иккĕмĕш тапхăра ăнăçлă суйланчĕ.

Иван Васильевич

професси улăштармасть

– Иван Васильевич, приговора пăрахăçланă май хăшĕсем эсир патшалăх службине тăван министерствăна унчченхи должноçа каялла таврăнма пултарасси пирки те калаçкалаççĕ. Унашкал варианта тишкеретĕр-и? Министр пуканĕ паян шăпах пушă...

– Министр должноçĕнчен эпĕ хамăн ирĕкпе кайнă. Халăх çăварне хапхапа ахальтен танлаштарман, кашнин çăварне хуплаймăн: заявлени çыртăм та пăрахса кайрăм, мĕншĕн тесен министерство коллективĕн пĕр пайĕ ман çине чалăшшăн пăхнине, вăрă тесе шутланине туйрăм, вĕсене хам тӳрĕ кăмăллă пулнине ĕнентерейместĕп – çак условисенче унта текех ĕçлеме пултараймарăм. Çапла, кӳренмелле пулса тухрĕ. Хамшăн кăна та мар. Эпир чылай пысăк ĕç тума ĕлкĕртĕмĕр, анчах тумалли тата нумайччĕ. Калăпăр, вăрман фончĕн 632 гектар çĕрне ял-хула çĕрĕсен категорине куçарма пултартăмăр. Кам çак темăна кăштах та пулин чухлать – лайăх пĕлет: çапла куçарасси питĕ йывăр, куçарма май çук теме те пулать, мĕншĕн тесен Мускав вăрман фондне питĕ çирĕп хӳтĕлет. Кайран ытти регионти ĕçтешсенчен чылайăшĕ шăнкăравланăччĕ: мĕнле майпа çапла тума пултартăр тесе ыйтаççĕ. Çук, çав лаптăксем вырăнти олигархсен чаплă коттеджĕсем валли е вăрман касма кирлĕ пулман. Республикăра пурăнакансем хăйсен çурчĕсене 30-50 çул каяллах çĕкленĕ, анчах вăрман çĕрĕнче пулнине кура харпăрлăх правине çирĕплетеймен – вĕсен нуши тинех вĕçленчĕ. Атăл леш енчи поселоксенче çут çанталăк газĕпе усă курайман, мĕншĕн тесен саккун «тункатасен хушшине» газопровод тăсма чарать – çивĕч çак ыйтăва та сиртĕмĕр. Паян эпĕ Питтукассинчи свалка пулнă территори тирпейлĕхне курса мăнаçланатăп. Е тата республика çине тăнипе Мускав Çĕрпӳ хулин çивĕч ыйтăвне татса пама 232 миллион тенкĕ уйăрни. Халь тинех хула çыннисем кашни çуркуннене шикленсе кĕтмеççĕ – бетон хӳтлĕх хулана çурхи ейӳрен шанчăклă сыхлать. Çак ыйтусене татса пама эпĕ тӳррĕнех хутшăннă. Министерствăра ĕçленĕ вăхăтра 100 миллион тенкĕлĕх хăватлă вăрман пушар техники туяннăччĕ – унашкал машинăсем МЧСра та пĕрре-иккĕ кăна. Эпĕ министерствăна ертсе пынă çулсенче республикăри вăрмансенче пĕр пушар та пулман, Тутарстансăр пуçне кунашкал кăтартупа Раççейĕн нихăш субъекчĕ те мухтанаймасть. Паллах, çак ĕç – ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тăрăшулăхĕн, Чăваш Ен Правительствин ĕçĕн кăтартăвĕ. Анчах эпĕ тăван республика ырлăхĕшĕн тунă пĕрлехи ĕçе хамăн тӳпене хывма пултарнăшăн савăнатăп. Паян манăн ĕç вырăнĕ пур, вăл мана тивĕçтерет. Çапла, вăрманшăн тунсăхлатăп – пурнăçăн пысăк пайне вăрман отрасльне халалланă вĕт. Çапах Иван Васильевич професси улăштармасть – çаплах çырса хума пултаратăр.

– Массăллă информации хатĕрĕсенче паян пысăк чиновниксен уголовлă ĕçĕсене халалланă страницăсемпе кăларăмсем пайтах. Журналистсен сăмахĕ тĕпрен илсен айăплав сĕмĕллĕ. Ĕç пуçарнă тăк, эппин, тем тесен те айăплă. Хамăрăн ĕçтешсене пырса тивекен ĕçсене илес тĕк, çыракан юлташсем уççи-хуппине тупмасăрах вĕсене хӳтĕлеме васкаççĕ. Саккуна пăснине «пӳрнерен ĕмсе кăларнине» ĕнентереççĕ. Айăпланакансем тĕлĕшпе вăй илнĕ çакнашкал иккĕлле стандартсен тыткăнĕнче пурăнатпăр. Анчах право хуралĕн органĕсем журналистсем тĕлĕшпе «маччаран илнĕ» айăплавсемпе усă курма пултарнине йышăнатпăр тăк – мĕншĕн тепĕр чух министрсем тĕлĕшпе те йăнăш пулма пултарассипе килĕшместпĕр? Ултă çула тăсăлнă нушаллă тĕрĕслĕх шыравĕ хыççăн хăвăра мĕнле туятăр?

– Кирек кама та куçран тӳррĕн пăхма, хула тăрăх, урампа пуç пĕкмесĕр мăнаçлăн утса иртме пултаратăп – çакăншăн савăнатăп. Çак савăнăçпа çывăх çынсемпе пĕрле, вĕсемпе юнашар пулса киленес килет. Чунрине те пытарам мар: мăшăрăмпа çывăх вăхăтрах венчете тăма шут тытрăмăр. Нумай çул унпа пĕрле ĕнтĕ, анчах хальччен эпĕ чиркĕвĕн çак йăлине пурнăçлани кирлех тесе шутламан. Венчет пĕлтерĕшне ăнланса илме çакнашкал йывăр тĕрĕслев витĕр тухмаллаччĕ пуль. Пурнăç пире пĕрлештернĕ, хаяр тĕрĕслеве ăнăçлă тӳссе ирттертĕмĕр, апла тăк Турă та мăшăрланăва пил парса пирĕн çемьене татах çирĕплеттĕр.

Николай КОНОВАЛОВ.

(«Хыпар» хаçатран)

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1