Пĕлỹ тĕнчине йыхравларĕ шăнкăрав

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2019 10:36 Просмотров: 224

Сентябрĕн 1-мĕшĕ - çамрăксем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнине систерекен пысăк уяв. Пĕрремĕш шăнкăрав сассипе çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланни çинчен пĕлтерсе, кашни чун-чĕринче аса илỹ хумне вылянтарса иртсе кайрĕ вăл... Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăçал 4218 ача парта хушшине ларчĕ, вĕсенчен 435-шĕ пĕрремĕш хут шкул алăкне уçрĕ. Çак пысăк йыша тарăн пĕлỹ парассишĕн 455 педагог тăрăшать. Пĕлỹ кунĕсене тата çĕнĕ вĕренỹ çулне халалланă линейкăсем шкулсенче савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 1045 вĕренекеншĕн пĕлỹ çурчĕн алăкĕ яриех уçăлчĕ, пĕрремĕш класа каякансемшĕн тата ыттисемшĕн те йĕс шăнкăрав янăрарĕ. Савăнăçлă линейкăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов та хутшăнчĕ. Çавăн пекех "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Краснов, учитель-ветерансем, ашшĕ-амăшĕ ачасен савăнăçне пĕрле пайларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Линейкăра вĕренỹре, олимпиадăсенче, конкурссенче палăрнă учительсемпе вĕренекенсене тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе, дипломсемпе хавхалантарчĕç. Кунта мухтанмалăх та пур. "Школьная" жизнь" хаçат пĕтĕм регионти шкул ачисен "Школа-пресс - 2019" пултарулăх конкурсĕнче "Ял шкулĕнчи чи лайăх хаçат" номинацинче çĕнтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине 6 вĕренекен тивĕçнĕ. Çитĕнỹсем питĕ нумай, пурне те асăнса пĕтерме те çук.

Савăнăçлă мероприяти пĕрремĕш класа каякансемшĕн уйрăмах асра юлĕ. Вĕсем аслисен тĕслĕхĕпе сăвăсем каларĕç, ташларĕç, юрларĕç.

"Вĕренỹ" наци проекчĕпе килĕш ỹллĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта ачасен пултарулăхне цифра тата гуманитари тĕлĕшĕнчен аталантармалли "Ỹсĕм вырăнĕ" центр уçăлмалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ятарлă кабинетра халиччен тунă ĕç-хĕлпе тата "Кашни ачан çитĕнĕвĕ" регион проекчĕпе юсанă икĕ спортзала çитсе курчĕ.

(Хамăр корр.)

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1