Тупă сассиллĕ ачалăх никама та ан хăраттăр

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2019 10:49 Просмотров: 278

Çулсеренех сентябрĕн 3-мĕшĕнче терроризма хирĕç кĕрешекенсен пĕр шухăшлăх кунне паллă тăватпăр. Раççейшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ те паллă куна 2005 çулта "Раççейри çар мухтавĕн кунĕ çинчен" федераци саккунĕпе çирĕплетнĕ. Вăл ытахальтен çуралман. 15 çул каялла, 2004 çулхи сентябрĕн 1 - 3 мĕшĕсенче, Çурçĕр Осетири Бесланри пĕр шкулта пулса иртнĕ хăрушă трагеди хыççăн усал юхăма хирĕç пĕр шухăшлă çынсем кар тăма пикеннĕ, пурте усал ĕçе сивленĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсенче те кашни çулах Бесланра хур курнă тăванăмăрсене асра тытса асăну сехечĕсем ирттереççĕ.

Аса илтеретпĕр: теракт вăхăтĕнче шкулта виççĕр ытла çын ирсĕр преступниксене пула пурнăçран уйрăлнă. Вĕсем хушшинче ачасем, вĕрентекенсем тата ыттисем те пулнă.

Терроризм паян этемлĕхшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăракан юхăм. Усал вăя пĕрлехи вăйпа çеç сирсе яма, унтан асăрханма, сыхланма пулать. Ку тĕлĕшпе пирĕн район администрацийĕ çумĕнче террорла ĕçсене хирĕç кĕрешессипе тимлекен комисси ĕçлет. Унăн председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Рудольф Васильевич ларура муниципаллă власть органĕсем умĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри шăпах вĕрентỹ учрежденийĕсенче ку тĕлĕшпе тăнăçлăхпа çирĕп йĕркелĕхе сыхласси, террорла хăрушлăхран асăрханасси пулнине палăртнă. Çавăнпа та шкулсемпе ача-пăча учрежденийĕсенче вĕренỹ çулĕ тăршшĕпех хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине çивĕчлетсе хăварнă.

А. Николаева

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1