Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 04.09.2019 11:18 Просмотров: 157

Сентябрĕн 2-мĕшĕ. Çак кун 1945 çулта Японие капитуляцилени çинчен çырнă акт çине Совет Союзĕн, СШАн, Китайăн, Великобританин, Францин тата ытти союзлă патшалăхсен представителĕсем алă пуснă. Çак кун историе иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ ятпа кĕрсе юлнă. Сентябрĕн 8-мĕшĕ. Çак кун 1812 çулта Михаил Кутузов ертсе пынипе вырăс çарĕ Бородино сали çывăхĕнче французсен çарĕпе пынă юнлă çапăçăва тỹссе ирттернĕ, парăнман.

Сентябрĕн 11-мĕшĕ. Çак кун 1790 çулта Федор Ушаков ертсе пынипе вырăс эскадри Тендр сăмсахĕ çывăхĕнче турккăсен эскадрине çапса аркатнă.

Сентябрĕн 21-мĕшĕ. Çак кун 1380 çулта Дмитрий Донской князь ертсе пынă вырăс полкĕ Куликов уйĕнче Ылтăн орда çарĕсене çапса аркатнă.

Сентябрĕн 24-мĕшĕ. Çак кун 1799 çулта вырăс çарĕсем Александр Суворов ертсе пынипе паттăрлăх кăтартнă, Швейцаринчи Сен-Готард ту урлă каçнă.

Сентябрĕн 26-мĕшĕ. Çак кун 1914 çулта Николай Иванов генерал ертсе пынипе вырăс çарĕсем Галици çапăçăвĕнче Австрипе Венгри çарĕсене çапса аркатнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6