Танкистсем хăйсен уявне хатĕрленеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.09.2019 17:30 Просмотров: 109

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕрлĕ çарта служба тивĕçне пурнăçланă салтаксем хăйсен уявне чыслăн паллă тăвасси ырă йăлара. Акă, кĕр пуçламăшĕнче, тĕрĕсрех каласан сентябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче, çулсеренех танкистсем районти çар комиссариачĕ çывăхĕнчи танк-палăк умне пуçтарăнаççĕ. Вĕсем кăçалхи праçнике те пĕр йĕрсĕр çеç иртттерсе ямĕç. Уява танкистсем маларахах хатĕрленчĕç: палăк территорине тирпейлерĕç, картисене сăрларĕç, ытти вак ĕçсене пурнăçларĕç.

Сентябрĕн 8-мĕшĕнче ирхине 10 сехетре вара танкист-ветерансем уяв митингне пуçласшăн. Унта яланхи пекех ытти çар чаçĕнче салтак тивĕçне пурнăçланисем, вĕсен çемйисем те хутшăнма пултараççĕ. Аслашшĕ-кукашшĕне мăнукĕсем уявпа саламлама пыни те кăмăллă. Районти танкистсен ушкăнне ертсе пыракан Николай Николаев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх общество пурнăçне хастар хутшăнакан танкистсене уйрăммăн палăртса хăварĕç. Ăшă тĕл пулу, ырă аса илỹ, юрă саламĕ тата ытти те уяв программине ытларах пуянлатма çеç пулăшĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6