"Суту-илỹ çурчĕ сухан-севок управĕ пулмалла-ши?"

Категория: Публикации Опубликовано: 06.09.2019 17:34 Просмотров: 165

Çакăн пек пăшăрхануллă çуру килчĕ Анат Туçа ялĕнчен хаçат редакцине. Ку енчи халăх çĕр ĕçĕпе "чирлине" пурте пĕлеççĕ. Килĕрен тенĕ пек сухан-севок, унсăр пуçне ытти пахча çимĕç те çитĕнтереççĕ. Чăннипех те кунта çынсем ĕçчен те харсăр. Хăшĕсем ăнса пулнă çимĕçе хĕл каçма та хураççĕ. Камăн мĕнле май пур, çавăн пек упраççĕ темелле. Çырура палăртнă тăрăх Майоровсем вара сухан-севокне ялти суту-илỹ çурчĕн пĕр пайне тултарса хунă-мĕн. Хальхи вăхăтра апат-çимĕç магазинĕ варринче кунĕн-çĕрĕн пысăк мотор арманти евĕр сас кăларса ларать. Севока вĕртермесен кăвакарать-çке. Вăл çеç те мар-ха, лавккара та сухан шă"Суту-илỹ çурчĕ сухан-севок управĕ пулмалла-ши?" Çакăн пек пăшăрхануллă çуру килчĕ Анат Туçа ялĕнчен хаçат редакцине. Ку енчи халăх çĕр ĕçĕпе "чирлине" пурте пĕлеççĕ. Килĕрен тенĕ пек сухан-севок, унсăр пуçне ытти пахча çимĕç те çитĕнтереççĕ. Чăннипех те кунта çынсем ĕçчен те харсăр. Хăшĕсем ăнса пулнă çимĕçе хĕл каçма та хураççĕ. Камăн мĕнле май пур, çавăн пек упраççĕ темелле. Çырура палăртнă тăрăх Майоровсем вара сухан-севокне ялти суту-илỹ çурчĕн пĕр пайне тултарса хунă-мĕн. Хальхи вăхăтра апат-çимĕç магазинĕ варринче кунĕн-çĕрĕн пысăк мотор арманти евĕр сас кăларса ларать. Севока вĕртермесен кăвакарать-çке. Вăл çеç те мар-ха, лавккара та сухан шăршĕ куçа кĕрет, ытти тавара та çапать. Çынсем пăшăрханса калаçаççĕ пулин те, çăкăр-тăварне кунтах туянма кĕреççĕ, мĕншĕн тесен йĕри-таврара урăх лавкка çук. "Документсем çинче те "Суту-илỹ çурчĕ" шутланакан магазин зданийĕнче пахча çимĕç управĕ туса хуни тĕрĕс-ши? Çак ыйтăва кирлĕ влаç органĕсем татса пама пулăшасса шанатпăр", _ тенĕ çырăва шăрçалакансем.ршĕ куçа кĕрет, ытти тавара та çапать. Çынсем пăшăрханса калаçаççĕ пулин те, çăкăр-тăварне кунтах туянма кĕреççĕ, мĕншĕн тесен йĕри-таврара урăх лавкка çук. "Документсем çинче те "Суту-илỹ çурчĕ" шутланакан магазин зданийĕнче пахча çимĕç управĕ туса хуни тĕрĕс-ши? Çак ыйтăва кирлĕ влаç органĕсем татса пама пулăшасса шанатпăр", - тенĕ çырăва шăрçалакансем.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1