Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 06.09.2019 17:35 Просмотров: 171

Педагог, писатель, халăха вĕрентес çут ĕç отличникĕ, Раççей писателĕсен канашĕн членĕ Иван Иванович Пахомов (08.09.1934 - 14.01.2007) 85 çул каялла Пỹртлĕ ялĕнче çуралнă.

И. Пахомов - И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет) выпускникĕ. Иван Иванович районти шкулсенче учитель, директор, "Рассвет" колхозра партком секретарĕ, председатель заместителĕ, председатель пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтрах обществăлла ĕçре те хастар пулнă: Шупашкарти Патăрьел ентешлĕхĕн правленийĕн членĕ, республикăри хаçатсен тата районти "Авангард" хаçатăн, Чăвашрадион обществăлла корреспонденчĕ, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертỹçи... Çавăн пекех вăл тăван ен историне тĕпчессипе те çине тăрса ĕçленĕ. Çак темăпа çырнă материалĕсем тăтăшах хаçат-журналта вырăн тупнă.

И. Пахомов тăван ял, шкул, колхоз историйĕпе кăсăкланса "Ман пурнăç çак килтен пуçланнă", "Первомайски крахмалзавод историйĕ", "Буденный ячĕллĕ колхоз историйĕ" кĕнекесем пичетлесе кăларнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1