Мухтавлă ентешĕмĕре халалласа

Категория: Публикации Опубликовано: 10.09.2019 10:12 Просмотров: 81

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР космонавт-летчикĕ, авиацин генерал-майорĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта савăнăçлă митинг иртнĕ.

Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Михаил Васильевич юбилей мероприятине пухăннисене тав сăмахĕ каланă, халăх мухтавлă ентешĕмĕре сума сунине, тĕнче уçлăхне вĕçнĕ пĕрремĕш Чăваш Ен космонавчĕпе тивĕçлипех мăнаçланнине палăртнă. Регионта космонавта асăнса чылай мероприяти йĕркеленĕ: шкулсенче уçă уроксем иртнĕ, ачасене унăн пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштарнă. Митингра çавăн пекех Андриян Григорьевичăн хĕрĕ Елена Терешкова, Совет Союзĕн Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ Александр Баландин, Раççей Геройĕсем Олег Артемьев, Андрей Борисенко, Павел Виноградов, Николай Гаврилов, Юрий Лончаков, Валерий Токарев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов тата ытти сумлă хăнасем тухса калаçнă. Уява çамрăк космонавтсем те хутшăннă. Мемориал комплексăн парк-садĕнче вĕсен палаткисене вырнаçтарнă. Палаткăсенче — шкул ачисем хăйсен аллипе ăсталанă «вĕçекен аппаратсен» макечĕсем. Отрядсен командирĕсем вĕсемпе хăнасене паллаштарнă, çак ĕçре Андриян Николаевăн паттăрлăхĕ хавхалантарнине палăртнă, ун пекех тÿрĕ кăмăллă, тăван халăха, çĕре юратма, ун пархатарлă ĕçне малалла тăсма сăмах панă.

Уяв малалла Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче тăсăлнă. Кунта Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР космонавт-летчикĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă савăнăçлă каç иртнĕ. Çавăн пекех юбилей мероприятине пухăннисене тĕнче уçлăхĕн Пĕтĕм тĕнчери космос станцийĕнче хальхи вăхăтра ĕçлекен Алексей Овчининпа Александр Скворцов космонавтсем те саламланă.

А. Иванов.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6