Шуршăлтан пушă алăпа килмен

Категория: Публикации Опубликовано: 10.09.2019 10:13 Просмотров: 179

Иртнĕ эрнере Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче СССР летчик-космонавчĕ, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ, тĕнче уçлăхне парăнтарнă чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 90 çул çитнĕ ятпа митинг иртнĕ. Сумлă мероприятие Туçа хастарĕсем те- халăх академикĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ В. Салмин, Туçари вăтам шкулти аслă категориллĕ учитель В. Свинцов, ял старости А. Салмина - хутшăннă. Сăмах май каласан, вĕсем çулсеренех инçе çула пăхмасăр летчик-космонавта чыс туса йĕркелекен мероприятие чун-чĕререн хапăл тăваççĕ. Хальхинче те çаплах пулнă. Тĕрĕссипе кун валли сăлтавĕ те пур: Валерий Салмин килти хушма хуçалăхĕ çумĕнче йĕркеленĕ музей Шуршăлти космонавтика музейĕн филиалĕ, "пĕчĕк пепки" шутланать. Юбилейлă уяв Валерий Ивановичшăн тепĕр паллăпа та асра юлĕ. Шуршăлтан ĕç ветеранĕ пушă алăпа таврăнман, ялта çурт-музей йĕркелеме мехел çитернĕ автора А.Г. Николаев медальне парса чыс тунă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1