«112» тытăм ĕçлесе кайнă

Категория: Публикации Опубликовано: 10.09.2019 10:28 Просмотров: 91

Чăваш Енре сентябрĕн 5-мĕшĕнче оперативлă службăсене васкавлă чĕнмелли тытăм ĕçлесе кайнă. Унччен вăл тест режимĕнче çеç пулнă. Унта «112» номерпе шăнкăравламалла. Шăнкăрав кирек мĕнле телефонран та каять: стационарлинчен те, мобильникрен те. Çавăн пекех счет çинче укçа çук пулсан та, СИМ-карта лартмасан та. Ку – тÿлевсĕр.

Шăнкăрав çитсен операторсем хăйсемех ыйтăва профильлĕ службăсене ярĕç. Вĕсем шăнкăравлакан çыннăн телефон номерне, унăн даннăйĕсене, абонент ăçтине палăртаççĕ. Çапла майпа çынна пулăшу парас ĕç хăвăртланать. Чăваш Енре шăнкăравсене йышăнма ятарлă центр йĕркеленĕ. Специалистсем кунне 15-17 пин шăнкăрав йышăнаççĕ.

А. Ильин.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6