Раççей спорт мастерĕн парнисемшĕн кавир çине тухнă

Категория: Публикации Опубликовано: 13.09.2019 09:44 Просмотров: 155

Юлашки çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарас, çынсене спортпа физкультурăна явăçтарас тĕллевпе тĕрлĕрен мероприяти сахал мар иртет. Акă, çак кунсенче çеç Тикешре Раççей спорт мастерĕн, И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн физвоспитанин аслă преподавателĕн Сергей Анатольевич Семеновăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен уçă турнирне йĕркеленĕ. Çак ятпа спортсменсем иккĕмĕш хут çеç кавир çине тухнă пулин те, ăмăрту питĕ çивĕч иртнĕ. Турнирта Чăваш, Тутар, Мордва Республикисенчен, Ульяновск облаçĕнчен килнĕ 100 ытла кĕрешỹçĕ хăйсен виçе ушкăнĕсемпе маçтăрлăхне, ăсталăхне кăтартнă.

 

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31