Тỹлесен вăхăтра налук пуçра шухăш та çук

Категория: Публикации Опубликовано: 13.09.2019 10:09 Просмотров: 134

Çынсен ытлă-çитлĕ пурнăçĕ, ялсенче çĕнĕ çулсем, хăтлă садиксемпе шкулсем, ытти социаллă объектсем хута каясси, хушма ĕç вырăнĕсем уçăласси бюджет пуянлăхĕнчен, урăхла каласан кашнийĕ налук саккунне çирĕп пăхăнса пурнăçланинчен килет. Шел пулин те хăшĕ-пĕри çак ыйтăва иккĕмĕш вырăна хурать. Пурлăхшăн, транспортшăн, çĕрпе усă курнăшăн тата ытти налуксене вăхăтра тỹлемест, ăна çултан çула хăварса, тăсса пырать.

Çакна Шăнкăртамра ирттернĕ черетлĕ рейд тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Сăмах май каласан, çакна та палăртса хăвармалла. Районти суд приставĕпе налук органĕн ушкăнĕ парăмçăсем патĕнче пулнă çуртсенче пурте ытлă-çитлĕ пурăнаççĕ, хапха умĕнченех брусчатка, çурт-йĕрĕнче пахалăхлă юсав, хаклă йышши сĕтел-пукан... Налук тỹлеме хевтисем çитмеççĕ тесе пĕрне те калаймăн. Çав вăхăтрах районти суд приставĕн кăтартăвĕсемпе А. Тазетдиновăн налук парăмĕ 240 пин тенке çитнĕ, Р.Нохринан 38 пин, Ф. Абейдулловпа И. Намакаевăн 28-шар, М. Шарафутдиновăн патшалăх умĕнче 14 пин тенкĕ парăм çакăнса тăрать. Рейд кунĕнче 209 пин тенкĕ парăма шыраса илчĕç, 6 исполнительнăй производствăпа 241 пин тенкĕлĕх пурлăха арестлерĕç. Урăхла каласан, налук тỹлессинчен тарса пытанма май çук. Хăçан та пулин ăна тỹлесе татмах тивет. Пысăк парăмçăсем патне вара кирек хăçан та çакăн пек ятарлă ушкăн алăкран пырса шаккама, кирлĕ пулсан пурлăха арестлеме те пултарать. Тепĕр пулăм çинче те чарăнса тăрас килет. Тĕрĕслеве тухнă яваплă çынсем парăмçăсем патне вăл ăçта пропискăра пулнине кура çỹреççĕ. Малашне те çаплах пулĕ. Анчах та темиçе тĕслĕхĕнче должниксем унта тахçантанпах пурăнманни, кил хуçисем хăйсен ывăлĕн е тăванĕн ун пек пысăк парăм пулнине те пĕлмеççĕ. Çакă та гражданина саккун умĕнче нимĕнле çăмăллăх та памасть. Çавăнпа чăн малтанах кашни çемьере ку тĕлĕшпе çирĕп йĕрке кирлĕ.

2019 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн район Раççей Федерацийĕн бюджет системине страхлакан взноса шута илсе 41640,5 пин тенкĕ парăмра. Вăл шутра юридика пĕлтерĕшлисен 16073 пин тенкĕ, харпăр хăй ĕçне тытса пыракансен (индивидуаллă предпринимательсен) 19826 пин тенкĕ, ытти ахаль çынсен 5741, 5 пин тенкĕ. Парăмçăсенчен кирлĕ взноса шыраса илес тĕллевпе район администрацийĕ çумĕнче ведомствăсем хушшинчи комисси те пур. Вăл начар мар ĕçлесе пырать. Тăтăшах Пенси фончĕн тата прокуратура представителĕсемпе пĕрлехи лару йĕркелет, парăмçăсене тишкерет. Кăçал çеç комисси ларăвне налук тỹлемен 562 çынна чĕнтернĕ, 5786 пин тенкĕ парăма тỹлесе татма пулăшнă.

Пĕрлехи рейд бригади:

Г. Филиппов, Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн начальникĕн çумĕ;

Г. Афки, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен аслă суд приставĕ;

А. Егорова, "Авангард" хаçатăн пай редакторĕ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3