90 çул - аса илмелли нумай

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2019 09:37 Просмотров: 149

Кăçал Патăрьелĕнчи педагогика училищи уçăлнăранпа 90 çул çитнĕ май район çыннисене çак ỹкерчĕкпе паллаштарасшăн. Çак юбилей маншăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв, мĕншĕн тесен унта манăн атте - Григорий Максимович Артемьев- вĕреннĕ.

Çывăх çыннăм 1914 çулта Алманчă ялĕнче кун çути курнă. Шкултан лайăх паллăсемпе çеç вĕренсе тухсан Патăрьелĕнчи педагогика училищинче малалла ăс пухать. 1937 çулта аллине диплом илнĕ хыççăн истори учителĕ пулса кăштах ĕçленĕ. 1938-1940 çулсенче финсемпе пынă вăрçа хутшăннă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан юратнă мăшăрĕпе 8 уйăхри хĕрне хăварса хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса каять. Григорий Артемьев кĕçĕн лейтенант Сталинград хулишĕн пынă хăрушă çапăçусене хутшăнать. 1942 çулта паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хурать.

Пирĕн çемье архивĕнче 1937 çулта атте диплом илнĕ кунхине тунă сăн ỹкерчĕк  упранать.

Çак ỹкерчĕкри учительсене тăванĕсем палласа илессе шанса тăратăп.

Ф. Артемьева. Алманчă ялĕ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3