"Эс ху ятна тĕнче умне çĕклерĕн, Тĕнче умне кăлартăн халăхна..."

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2019 09:41 Просмотров: 149

Çапла шăрçалать хăйĕн сăввинче Леонид Лялькин (Тăрăн) Геннадий Айхин тĕнче шайне тухнă чикĕсĕр поэзи каçалăкне. Сентябрĕн 12-мĕшĕнче ентеш-поэтăмăр çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа вăл çуралса ỹснĕ Çĕньял ялĕнче йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх-практика конференцийĕнче те Геннадий Николаевичăн анлă тата тарăн шухăшлă поэзине пысăк хак пачĕç.

Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ Константин Яковлев, Çĕньял ял тăрăх пуçлăхĕ Мария Мадюкова, Геннадий Айхин тăван йăмăкĕ Ева Лисина писатель (вăл та кăçал 80 çул тултарчĕ), тĕп хуламăрти паллă ăсчахсемпе поэтсем - филологи наукисен кандидачĕ Атнер Хусанкай, Юрий Орлицкий профессор (Раççейри патшалăх гуманитари университечĕ), филологи наукисен докторĕ Наталия Азарова (Раççейри наука академийĕн чĕлхе тĕпчевĕн институчĕ), филологи наукисен кандидачĕ Кирилл Корчагин (Раççейри наука академийĕн В. Виноградов ячĕллĕ вырăс чĕлхи институчĕ), Германинчи культурологи докторĕ Сергей Бирюков (Мартин Лютер ячĕллĕ Гелле-Виттенберг университечĕ), Ангелина Шмитт докторант (Трир университечĕ, Трир хули), АПШри поэт, куçаруçă Илья Кутик, адъюнкт-профессор ( Чикагори университет), Санкт-Петербург, Воронеж, Ижевск хулисенчен çитнĕ творчество ушкăнĕсем, ентеш-поэтăмăрăн çывăх юлташĕсемпе тăванĕсем, ял-йыш, шкул ачисем хутшăнчĕç.

Сумлă мероприятие килнисене чăн малтанах Геннадий Николаевичăн тăван шкулĕнче чăвашсен ырă та пархатарлă йăлипе - çăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе - кĕтсе илчĕç. Сăмах май каласан, 2007 çултанпа Çĕньялти пĕлỹ çурчĕ унăн ячĕпе хисепленсе тăрать. Конференцие хутшăнакансем шкулпа, Геннадий Айхин тата краеведени музейĕсемпе паллашнă хыççăн ялти культура çуртне пуçтарăнчĕç. Тĕп мероприяти шăпах кунта иртрĕ.

Культура çуртне кĕрсенех поэтăмăрăн сумлă юбилейне хатĕрленсе ентешсем сахал мар тăрăшни сисĕнчĕ. Фойере Кокель пленэрне хутшăнакан çамрăк ỹнерçĕсен сăн ỹкерчĕкĕсенчен хатĕрленĕ "Малая родина Г. Айги" курав йĕркеленĕ. Кунтах тĕнче шайне çĕкленнĕ поэтăмăрăн ачалăхне, творчество аталанăвне хак паракан сăн ỹкерчĕксене те вырнаçтарнă. Куракансене ялти ытти сăвăç-поэтсен пултарулăхĕпе, централизациленĕ библиотека ĕçченĕсем, районти "Çăкăр" музейĕ йĕркеленĕ куравпа паллашма, поэт пирки ỹкернĕ "Поэзия тишины" документлă фильма пăхса киленме те чăваш çĕршывне хапăл туса килнĕ хăнасемшĕн кăсăклă пулчĕ. Вĕсем Айхи пирки çеç мар, кунта пурăнакан халăхăн культурипе, йăли-йĕркипе те çывăхрах паллашма пултарчĕç, çынсемпе кăмăлтан тĕл пулса калаçрĕç.

- Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен тухнă паллă поэт-писательсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри, чăваш халăх культурине тĕнче шайне кăларнă халăх поэчĕ, нумай преми лауреачĕ Геннадий Айхи. Унăн сăввисем паян чăвашла е вырăсла çеç мар, итали, француз, акăлчан тата ытти чĕлхепе те янăраççĕ. Ку вăл пирĕн республика, Патăрьел районĕн мăнаçлăхĕ. Ентешĕн ĕçне малалла тăсакансем çак ялта тата çитĕнни те савăнтарать...- терĕ хăйĕн сăмахĕнче культура министрĕ Константин Яковлев конференцие хапăл тунисене малашнехи ĕçре ăнăçу суннă май.

Мероприятире районти централизациленĕ клуб системин "Ăраскал" эстрада ушкăнĕ, Çĕньялти "Илем" фольклор ансамблĕ, Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулсен çамрăк артисчĕсем илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç, кăмăла çĕклерĕç.

Юлашкинчен сумлă хăнасем Геннадий Айхин вил тăпри умĕнче пуç тайрĕç, ăна хисеп туса пĕр самант шăп тăчĕç, унăн сăввисене вуларĕç, палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

А. Егорова

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3