Пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2019 09:47 Просмотров: 141

Кивĕ Ахпỹртре çуралса ỹснĕ Марина Карягина пултарулăхĕ тĕлĕнтеретех. Чăваш Енри паллă журналист, драматург, сăвăç, сценарист мĕнле кăна конкурса хутшăнмасть-ши? Ку хутĕнче вăл Питĕр хулинче юпа уйăхĕн 24-27-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале явăçма кăмăл тунă.

"Влюбленные в искусство" ("Ỹнере юратакансем") ят панă мероприятие чылай ĕç тăратнă. Вĕсем художниксемпе, кинематографистсемпе, музыкçăсемпе, балет артисчĕсемпе тата ыттисемпе паллаштарĕç.

Фестивалĕн программа директорĕ Виктория Цетлина Фейсбукра пĕлтернĕ тăрăх, 300 ытла картинăран чи лайăххисене суйласа илме çăмăл пулман. Тивĕçлисен хушшинче вара Марина Карягинăн ĕçĕ те пур. Эппин, ăнăçусем сунар ăна.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3