Чун ялан вун çиччĕре

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2019 09:51 Просмотров: 113

Вăхăт иртсен те чун ватăлмасть. Çакна Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче республикăри аслă çултисен "Чун юрланă чухне" халăх творчество пултарулăх фестиваль-конкурсĕ те çирĕплетрĕ. Ăна Чăваш Автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул тата Раççейри пенсионерсен канашне 25 çул çитнине халалланă. Мероприятие тăватă районти- Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски, Елчĕк - тивĕçлĕ канăва кайнисенчен йĕркеленĕ пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç.

Республика фестивалĕн зонăри участникĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова, Чăваш Республикинчи пенсионерсен союзĕн канашĕн председателĕ В. Семяхин, РФ пенси фончĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн "Шăмăршă районĕнчи пай уйрăмĕ" клиент службин ертỹçи Д. Федоськин саламларĕç. Тивĕçлĕ канăва кайнисем çулĕсене кура мар юрă-ташăра та, ĕçре те хастар пулнине, çамрăксен вĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пуррине палăртрĕç.

Уява культурăпа кану центрĕнче вăй хуракансем хаваслă юрăпа уçрĕç. Район чысне хỹтĕлеме сцена çине А. Шакин ертсе пыракан ветерансен хорĕ (концертмейстерĕ П. Никитин) тухрĕ. Первомайскинчен килнĕ Я. Степанов хăй çырнă хайлавпа паллаштарчĕ. Çавăн пекех М. Тихонова çепĕç сассипе юрă шăрантарчĕ. Куракансем вĕсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.

Пĕтĕмĕшле илсен фестиваль-конкурс питĕ интереслĕ иртрĕ. Аслă çултисем чунĕсемпе çамрăккине тепĕр хут ĕнентерчĕç. Етĕрнере октябрь уйăхĕнче иртекен гала-концерта пирĕн районти ветерансен хорĕ кайма тивĕçрĕ.

О. Павлова

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3