Кинона çỹренĕ халăх, тупнă вăхăт савăнмалăх

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2019 09:57 Просмотров: 126

Паян телевизорпа куллен хăвна килĕшекен кино - драма, мелодрама, боевик... - курма пулать. Ачасене валли те мультфильм пăхма темиçе канал пур. Пульт пусса ларма çеç ан ỹркен. 30-35 çул каялла çеç самана пачах урăхлаччĕ...

Ялти клуба Индинче кăларнă илемлĕ фильм илсе килсен чăн-чăн уявччĕ. Таврана каç сăнĕ çапсан аслăрах çулти хĕрарăмсем хăнана каймалли аркăллă чăваш кĕписене тăхăнатчĕç, тĕрленĕ саппунсем çакатчĕç, хитре тутăрсем çыхатчĕç те (хăшĕ-пĕри юлташĕпе пĕр тĕслĕ кĕпе, саппун юри тăхăнатчĕ. - Авт.) çавтăнса культура çуртне утатчĕç. Яш-кĕрĕм кăштах каярах каятчĕ. Ача-пăчана пит илсех çỹремен. Залра ларма вырăн тăрса юлмастчĕ. Тепĕр кунне вара ялта ватти-вĕтти кинона сỹтсе яватчĕ. Ку вăл - манăн ачалăхри ỹкерчĕк. Тата та маларах çуралнисем, тивĕçлĕ канăва кайнисем, кинона кайнине пысăк та паллă пулăм пек аса илсе каласа параççĕ. Чăнах та, вăл вăхăтра унăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк пулнă. Киномеханике колхоз председателĕпе пĕр шайри çын вырăнне йышăннă тесен те йăнăш мар. Арçын ачасем ăна хисепленĕ, унăн шанăçне кĕрессишĕн тем тума та хатĕр тăнă. Вăрманхĕрри Шăхалĕнче 1943 çулта çуралнă Н. Кузьмин çак енчен хăйне телейлисен ретне кĕртме те пултарнă.

Техникăна лайăх ăнланнăран шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вăл киномеханик пулăшуçинче тăрăшнă. Хăйне каччă лайăх енчен çеç кăтартнăран Чăваш Республикин кинофикацийĕ ăна направленипе Саратоври киномеханиксен шкулне пĕлỹ илме янă. 1960-1961 çулсенче кунта ăс пухнă, унтан "5" паллăсемпе çеç вĕренсе тухнă.

- Техникăна çамрăклах юратнă, çавăнпах киномеханике вĕренме кайрăм. Вăл вăхăтра ялсенче электричество пулман, манăн алăра - пĕчĕк электростанци, кино кăтартмалли аппаратура. Çакăншăн савăнмаллипех савăннă. Ĕçе вырнаçсанах Аслă Чемен, Шăхач, Тури Чакă ялĕсенче пурăнакансене киносем кăтартнă. Ун чухне çавăн пек куçса кино кăтартса çỹремеллеччĕ, - тет иртнĕ вăхăта кăмăллăн аса илсе Николай Алексеевич. Анчах вăл нумаях ĕçлеймен, салтака кайма ят тухнă. Виçĕ çул хĕсметре тăнă Н. Кузьмин. Тăван тăрăха старшина званипе таврăннă. Каллех хăйĕн ĕçне пикеннĕ. Хальхинче Нăрваш Шăхалĕнче вăй хунă. Халăха кино курма килтĕр тесе афишăсем çакассине йĕркеленĕ, кашнинчех кĕске содержани çырнă. "Кино кураканăн кĕтесĕнче" уйăхри илемлĕ фильмсен списокĕ тăнă. Шкулпа та тачă çыхăну тытнă. Кашни класрах пĕрер организатор пулнă. Вăл ачасемпе вĕренỹ программипе çыхăннă фильма хăш вăхăтра клуба курма каясси пирки калаçса татăлнă.

Халăхшăн вăрçă теми питĕ çывăх пулнине, унăн ахрăмĕ те инçех кайманнине шута илсе Н. Кузьмин хаяр çапăçусене сăнлакан киносем умĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансене сăмах панă. Сеанс вĕçленсен çамрăксене валли ташă каçĕсем йĕркеленĕ. Клуб кĕрлесе те шавласа çеç тăнă.

- Палăртнă кун халăх илемлĕ фильма вăхăтра куртăр тесе тăрăшаттăм. Ун чухне пĕр кинона харăс тăватă ялта кăтартатчĕç. Эпĕ Шăнкăртамсемпе, Патăрьелсемпе тата Сăкăтсемпе ĕçленĕ. Пирĕн патра 18 сехетре пуçлансан, тепринче - 19, виççĕмĕшĕнче - 20... Икĕ сериллĕ кино 20 пайран тăратчĕ, пиллĕкĕшне кăтартса пĕтереççĕ те çулла мотоциклпа, хĕлле тракторпа кайса илеттĕмччĕ. Çапла темиçе хутчен те хутланă. Манран Сăкăтри Николай Ларионов илсе каятчĕ. Ик кустармăллă "урхамах" нумай пулăшнă мана. Халăха кино кăтартмасăр кĕттерсе ларни пулман. Эрнере икĕ хутчен Ясная Поляна ялĕнчи клуба каяттăм. Колхоз лашипе çỹреттĕм, - тет калаçăва малалла тăсса киномеханикре 20 çул вăй хунă Н. Кузьмин.

Кино кăтартакансене план та панă. Халăха мĕн чухлĕ пухнине кура ĕçне хакланă. Тăрăшулăхĕпе, хăйĕн ĕçне чунтан юратса пурнăçланипе Н. Кузьмин "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" паллăна 1973, 1974, 1976-1978 çулсенче илнĕ. Пилĕк çуллăх плана тăватă çулта тултарнăшăн паракан Хисеп грамотине - 1975, ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине - 1976, "Районти чи лайăх киномеханик" ята та 1976 çулта тивĕçнĕ.

Николай Алексеевич техникăпа çывăх пулнăран Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумĕнчен, каярах Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă. "Батыревский" совхозри фермăра инженерта, "Батыревский ДПМК" предприятинче тĕп механикре, район администрацинче автоçулсемпе ĕçлекен специалистра, "Канашский ДПМК" предприятинче аслă прорабра тăрăшнă. Пур çĕрте те хăйне шаннă тивĕçе чунтан пурнăçланă, анчах асĕнчен халăха кино кăтартса савăнтарнă самантсем нихăçан та тухмаççĕ.

О. Павлова

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3