Çыравçăсемпе çамрăк авторсен тĕл пулăвне васкăр

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2019 10:00 Просмотров: 159

Чăваш литературине упраса хăварас тата малалла аталантарас тĕлĕшпе Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕ чылай тăрăшать, тăтăшах тĕл пулусем, литература уявĕсем тата ытти мероприяти йĕркелет. Сентябрĕн 20-мĕшĕнче вăл çамрăк авторсене Наци библиотекине йыхравлать. Унта хальхи вăхăтри паллă çыравçăсемпе çамрăк çыравçăсен тĕлпулу-семинарĕ иртĕ.

Тĕл пулăва паллă çыравçăсем хутшăнаççĕ, вĕсен шутĕнче Анатолий Кибече, Юрий Сементере, Улькка Эльмене тата ыттисене те палăртмалла. Пур çамрăка та литература уявне йыхравлатпăр. Вăл Шупашкар хулинчи Ленин проспектĕнчи 15-мĕш çуртра, Чăваш Республикин Наци библиотекинче иртĕ. Мероприяти 13 сехетре пуçланать.

Ольга ВАСИЛЬЕВА,Чăваш Республикин Профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3