Сусăрсем ăсталăхне кăтартнă

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2019 10:09 Просмотров: 136

Сентябрĕн 10-11-мĕшĕсенче сусăрсен хушшинче професси ăсталăхĕ енĕпе III «Абилимпикс» чемпионат иртнĕ. Унта 13 компетенципе республикăри районсемпе хуласенчен килнĕ 200 ытла конкурсант, экспертпа волонтер хутшăннă. Шкул ачисемпе студентсем, специалистсем çичĕ лапамра ăсталăхне кăтартнă. Вĕсем Шупашкарти экономика-технологи, электромеханика колледжĕсенче, ТрансСтройТех, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕсенче, Шупашкарти хавшак сывлăхлă ачасен 1-мĕш, Калининăри интернат шкулсенче, республикăри вертебрологи тата мануаллă терапи поликлиникинче вырнаçнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3