Районта – Ыр кăмăллăх фончĕн делегацийĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2019 10:40 Просмотров: 138

Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи нумай нациллĕ халăхсен культурипе тата тĕн йăли-йĕркипе, сывă пурнăçа аталантарас  ĕçсемпе паллашас тĕллевпе районта Еленăпа Геннадий Тимченкосен Ыр кăмăллăх фончĕн делегацийĕ пулнă. Вĕсем Çĕнĕ Ахпÿрт, Сăкăт, Первомайски ял тăрăхĕсенчи хоккей коробкисене курса çÿренĕ хыççăн Çĕнĕ Ахпÿртри «Олимп» командăн çамрăк хоккеисчĕсемпе тĕл пулнă. Çавăн пекех хăнасем В. Кузнецов фермер хуçалăхĕнче сухан-севока тирпейлес, Н. Пирожков фермер патĕнче вĕлле хурчĕсемпе çынна сыватас (ульетерапия) ĕç-хĕлпе те кăсăкланнă. Делегаци Туçари çветтуй Троица ячĕллĕ чиркĕве, Шăнкăртамри мечĕтсене, Алманчă ял тăрăхĕнче вырнаçнă Серафим Саровский скитне те çитнĕ.

Юлашки çулсенче районта хоккей çамрăксемшĕн çеç мар, аслăраххисемшĕн те юратнă вăйă пулса тăни чăннипех те савăнтарать: хĕл ларсанах 8 коробка халăха йышăнма хатĕр. Хĕрĕх çултан иртнисем хушшинче «Олимп» команда каçхи хоккей лигинче пĕрре мар çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Республикăра иртекен «Ылтăн шайба» ăмăртусенче çамрăксем те хăйсен  çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтереççĕ.

Кăçал Первомайскинчи Митта Ваçлей ячĕллĕ вăтам шкул хатĕрленĕ «Пирĕн урам команди» проект 1,3 млн. тенкĕлĕх Тимченко фончĕ уйăракан гранта тивĕçнĕ. Ун пирки эпир хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çак нухратпа пĕлÿ çурчĕ çумĕнче хоккей коробки тăвĕç, ун йĕри-таврашне тирпейлĕç. Сăмах май каласан, Ыр кăмăллăх фончĕ пулăшнипе 2013 çултанпа «Ырă пăр» грант конкурс çĕнтерÿçисем ача-пăча хоккейне аталантарас тĕлĕшпе курăмлă утăмсем тăваççĕ.

Делегаци районпа паллашнă хыççăн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çамрăксем вырăнти нумай нациллĕ халăхсен йăлисене тĕпе хурса сывă та тĕреклĕ  çитĕнччĕр тесе сахал мар ĕç тунине куçпа курса ĕненнĕ.

А. Иванов

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3