Тимлĕ пулăр вăрманта, сăхасран çĕлен-калта

Категория: Публикации Опубликовано: 17.09.2019 11:00 Просмотров: 148

Юлашки çулсенче Чăваш Енре хура çĕлен нумайланни вăрттăнлăх мар. Çулман лаптăксем сахал мар, хуçасăр дачăсем те пур. Вăрмансенче чăтлăх.

Кăçал 25 çынна çĕлен сăхнă. Çакăн пирки гигиена тата эпидемиологи центрĕ пĕлтерет. Иккĕшĕ - ачасем. Ытларах чухне çынсем асăрханусăр çĕлен çине пуснă чухне шар кураççĕ. Юрать-ха, инкеке лекнисенчен вилнисем пулман.

Çĕлен сăхнă хыççăн пç çаврăннине, хăсас килнине, вăй пĕтнине туятăр пулсан пĕр тăхтамасăр васкавлă медицина пулăшăвне чĕнмелле. Суранланнă вырăнти наркăмăша çăварпа ĕмсе кăларма юрамасть.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3