Чиртен маларахах хỹтĕленмелле

Категория: Публикации Опубликовано: 20.09.2019 12:02 Просмотров: 125

ГРИПП - инфекци чирĕ. Вăл сывлав органĕсем урлă лекет. Хăшĕсем ăна медицина пулăшăвĕсĕрех ирттерсе яма пултараççĕ. Теприсене вара вăл хавшатмаллипех хавшатать. Грипп çула пăхмасăрах ытларах кĕрлĕ-çурлă лекет. Унран асăрханас тесен прививка тутарни вырăнлă. Çакна пурин те шута илмеллех. Йывăр çын хĕрарăмсен, ачасен, аслă çулхисен, вăраха кайнă чирпе чирлекенсен, сывлăх, суту-илỹ, вĕрентỹ системисенче, апат-çимĕç хатĕрленĕ çĕрте ĕçлекенсен тата ыттисен те прививка тутарма тăрăшмаллах.

Енчен те çын чирленĕ пулсан унăн обществăлла вырăна тухма тăрăшмалла мар. Врач сĕнĕвĕсене пурнăçлани вырăнлă.

Кăçал районти 15872 çынна грипран хỹтĕлесе прививка тума палăртнă. Вĕсенчен 8755-ĕшне- тỹлевсĕрех. Ыттисен сывлăхĕшĕн ĕçпе тивĕçтерекенсен тăрăшулăх кăтартмалла. Вĕсен вакцинăсене туянма заявка памалла.Тỹлевсĕр вакцинăпа ачасене, йывăр çын хĕрарăмсене, вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕнче, транспорт тата коммуналлă хуçалăхра ĕçлекенсене, инфекциллĕ мар вăраха кайнă чирпе чирлекенсене, çар ретне тăма хатĕрленекенсене прививка тăваççĕ.

Кăçал грипп чирĕ çулталăк вĕçнелле палăрма пуçлать теççĕ. Анчах унран чылай маларах хỹтĕленмелле. Паянхи куна 6900 çынна прививка тума ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Г. ПЕТРОВА, район больницин тĕп врачĕ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3