Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 20.09.2019 12:03 Просмотров: 99

Культура ĕçченĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Марина Васильевна Добронравова (23.09.1969) 50 çул каялла Анат Туçара çуралнă.

М. Добронравова - И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тата Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн выпускникĕ. 1988 çултанпа Наци библиотекинче ĕçлет: библиотекарь, тĕп библиотекарь, заведующий. 2013 -2015 çулсенче РФ Президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин Раççей академийĕн Шупашкарти филиалĕн тулаш çыхăнăвĕсен центрĕн директорĕнче тăрăшнă. Çавăн пекех Шупашкарти К. Чуковский ячĕллĕ ача-пăчан Тĕп библиотекин методика пайĕн заведующийĕ, Шупашкарти В. Маяковский ячĕллĕ Тĕп библиотекăн инноваципе методика пайĕн заведующийĕ, Шупашкарти библиотекăсен пĕрлешĕвĕн директорĕн çумĕ пулнă. Вăл тỹрремĕнех хутшăннипе республикăри библиотекăсенче право пĕлĕвĕн 30 центрне, "Пĕтĕм Раççейри юристсен ассоциацийĕ" обществăлла организацин регионти уйрăмĕн тата РФ Пенси фончĕн управленийĕн консультаци пункчĕсем библиотекăсенче ĕçлеме пикеннĕ. Ентеш ĕçĕсем професси прессинче те вырăн тупнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3