Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи тутарсен пурнăçĕпе паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 20.09.2019 12:06 Просмотров: 99

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Тутарстанри паллă журналистсен делегацийĕ ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă. Сумлă хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов, Чăваш Енри мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, республикăри Общество палатин тата районти Общество канашĕн членĕ Мансур хазрат Хайбуллов кĕтсе илнĕ.

Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăну тытакан тата информаци службин управленийĕн ертÿçи Гульназ Шайхиева (Гульназ Шайхи) ертсе пыракан ушкăн Шăнкăртамри Э. Феизов академик ячĕллĕ вăтам шкулпа, «Гулистан» медресепе паллашнă,  «Меслиме» мечĕт комплексĕнче Тутарстан тулашĕнче пурăнакан тутарсен пурнăçне тата культурипе чĕлхине хакласа çавра сĕтел йĕркеленĕ. Унăн ĕçне хамăр районтисемсĕр пуçне Шăмăршă, Каçал тăрăхĕсенчи   вĕрентÿ учрежденийĕсен тутар ертÿçисемпе тĕн представителĕсем хутшăннă. Килес çул Чăваш Енпе пĕрлех Тутарстан та республика йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине паллă тăвĕ.

Аса илтеретпĕр, пирĕн районта мăсăльмансен 19 мечĕтĕ тата 14 православи прихучĕ ĕçлет. Авалтанпах чăвашсемпе тутарсем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнса çитĕнекен ăрушăн ырă   тĕслĕх пулса тăраççĕ.

А. Иванов

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3