Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 20.09.2019 12:07 Просмотров: 123

Анлăн паллă тăвасшăн

  Килес çул республика Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă тума хатĕрленет. Йĕркелÿ комитечĕ çак ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă ларура пăхса тухнă. Вăл юбилее хатĕрленнĕ май культура учрежденийĕсене, вĕрентÿ, медицина организацийĕсене тĕпрен юсама, çĕннисене хута яма палăртни çинчен пĕлтернĕ. Çавăн пекех ялсемпе хуласене хăтлăх кĕртесси, тирпейлесси, илемлетесси — уяв умĕнхи тĕллевсен шутĕнче. «Ку ĕçсене çынсене ытларах явăçтармалла. Ишĕлнĕ карта-хуралтăна юсама, урамсене чечексемпе капăрлатма миллионсем кирлĕ мар. Халăх чун-чĕринче патриотизм туйăмĕсене вăратма тăрăшмалла. Чăваш Республики вăл — эпир, пирĕн çĕр. Çакна кашни ăнланма тивĕç», — тенĕ Михаил Васильевич. Çак тапхăрта республикăра çĕр-çĕр, çак шутран 37-шĕ Раççей, тĕнче шайĕнчисем, мероприяти иртмелле. РФ Президенчĕн хушăвĕпе Чăваш культурин кунĕсене регионсенче те йĕркелĕç. Кăçал — Крымра, Пушкăртра, Самар облаçĕнче, килес çул — Мускавра, Питĕрте, Тутарстанра, Ульяновск облаçĕнче, Беларуçре. Нарăс уйăхĕнче вара республикăри муниципалитетсенче уяв мероприятийĕсем пуçланĕç.

Çĕнĕ министр ĕçе кÿлĕннĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен  канашлура пухăннисене ЧР Шалти ĕçсен министерствин çĕнĕ ертÿçипе Виктор Шметковпа палаштарнă. Виктор Шметков 1963 çулта Астраханьте çуралнă. Кунта куçариччен Волгоград облаçĕн Шалти ĕçсен управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕнче ĕçленĕ.

Пирĕннисем — виççĕмĕш

Çак кунсенче Оренбургра «Атăлçи зарници» çарпа спорт вăййисем иртнĕ. Унта регион шайĕнче мала тухнă çамрăк армеецсен 14 команди вăй виçнĕ. Ачасем стройпа утассипе, Калашников автоматне сÿтсе пуçтарассипе, 60 метра чупассипе, граната ывăтассипе, пăшалтан перессипе, чăрмавсене парăнтарассипе тата ытти енпе тупăшнă.Чăваш Ен чысне çăмăл мар ăмăртура Шупашкарти 2-мĕш шкул команди хÿтĕленĕ. Маттурсем 15 номинацирен 7-шĕнче малти вырăнсене йышăннă. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх çакă паллă: ентешсем — 3-мĕш. Çамрăк армеецсен вăййисене хупнă çĕре РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи тăрăхĕн полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Владимир Колчин хутшăннă, пур командăна РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи тăрăхĕн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ячĕпе саламланă, парнесемпе чысланă.

Шанăç телефонĕ ĕçлет

Граждансен саккунла интересĕсене тата прависене хӱтĕлес тĕллевпе Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ «Шанăç телефонĕ» йĕркеленĕ. Росреестр тытăмĕнчи тата унăн ведомствинчи организацисенче коррупци сĕмĕллĕ преступленисене асăрхасан халăх «Шанăç телефонĕ» çине 8 (8352) 62-41-02, 8 (495) 917-38-25 номерсемпе шăнкăравлама пултарать.

Соцпакет-и е укçа-и?

Октябрĕн 1-мĕшĕччен социаллă пулăшу ĕçĕсен пуххине суйламалла. Чăваш Енре пурăнакан 4 пин ытла =ын федераци çăмăллăхçи соцпакета улăштарма йышăннă. Вĕсенчен 92 проценчĕ укçан илессине суйланă. Социаллă пулăшу ĕçĕсен пуххин пĕр уйăхри хакĕ 1121,42 тенкĕпе танлашать. Январь уйăхĕнчен соцпакет вырăнне укçа илме пуçлас тесен октябрĕн 1-мĕшĕччен РФ Пенси фондне заявленипе тухмалла. РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх – 2018 çулта республикăра 8030 çын соцпакет тĕсне улăштарнă. Заявлени паракансен 45 проценчĕ юлашки уйăхра – сентябрьте – ыйту çырнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3