Çĕр улми уйĕ пушанать

Категория: Публикации Опубликовано: 20.09.2019 12:09 Просмотров: 102

"Красное Знамя" ял хуçалăх предприятийĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ. Халĕ техника 150 гектар йышăннă çĕр улми уйĕнче тăрăшать. "Иккĕмĕш çăкăра" хуçалăхра "Колнаг" маркăллă икĕ комбайнпа кăлараççĕ. 125 гектарта ĕçе вĕçленĕ. Тухăç лайăх, пĕр гектартан вăтамран 240 центнер тухать. Минераллă удобрени сапнин, вăрлăха çĕнетсе тăнин витĕмĕ куç умĕнче.Сăмах май, кăçал çуркунне те суперэлита "невский" сорта 40 тонна туяннă. Никĕсе тĕрлĕрен сорт - "гала", "ред скарлет", "белая роза" - хываççĕ. Çакă пĕр çул - пĕри, тепринче урăххи ăнса пулнипе те çыхăннă.

- Çĕр улми начар мар тухать, уйрăмах "белая роза" тухăçĕ лайăх. Хирте опытлă механизаторсем ĕçлеççĕ. Юлашки çулсенче Валерий Хитровпа Сергей Краснов трактористсем "иккĕмĕш çăкăра" комбайнпа кăлараççĕ. Владимир Чермасовпа Алексей Бакашин ЗиЛ автомашинăсемпе турттараççĕ. Тымар çимĕçе хĕл каçарма управ пур. Продукцин хакĕ çукки çеç пăшăрхантарать, - тет "Красное Знамя" ЯХПКра чылай çул вăй хуракан В. Красников агроном.

Ăнса пулнă çĕр улмие хуçалăхра сутма пуçланă. Ульяновск облаçĕнчен, Самарăран, Саратовран, Оренбургран туянма килеççĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3