Тип курăка çунтарнăшăн - штраф

Категория: Публикации Опубликовано: 20.09.2019 12:16 Просмотров: 110

КĔРКУННЕ çитнĕ май уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем пахчисене, фермер хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем хирĕсене тасатса тирпейлесе пыраççĕ. Çакна пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе килĕшỹллĕн пурнăçламалла. Йĕркене пăсса типĕ курăка çунтаракансене саккунпах айăплаççĕ. Ахаль çынсене 2-3 пин тенкĕ, должноçрисене - 6-15 пин тенкĕ, юридика сăпачĕллисене 150-200 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ.

Ăçта вут-çулăм тухнине пушар хуралĕнче ĕçлекенсем халь телефонпа шăнкăравличченех спутник урлă пĕлеççĕ. Нумай пулмасть Вăтаелĕнчи пĕр уйра курăка тивертсе янине те çаплах асăрханă. Тракторист сухалама çăмăлтарах пултăр тесе хыт-хурана çунтарма шухăшланă, анчах ĕç-пуç пачах тепĕр майлă çаврăнса тухнă. Йĕркене пăхăнманшăн механизатор ячĕпе протокол çырнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3