Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 24.09.2019, 09:41 Просмотров: 220

Ĕç рынокĕпе паллаштараççĕ

Районсенчи ĕçпе тивĕçтерекен центрсен мобильлĕ офисĕсем аякра вырнаçнă ялсене çитсе çынсене ĕç рынокĕпе паллаштараççĕ, професси улăштарас енĕпе индивидуаллă е ушкăнпа вĕренỹсем йĕркелеççĕ, ĕçпе çыхăннă юридици канашĕ параççĕ. Паян республикăра çакнашкал 12 мобильлĕ офис ĕçлет. Вăл шутра Ĕç рынокĕпе паллаштараççĕ Районсенчи ĕçпе тивĕçтерекен центрсен мобильлĕ офисĕсем аякра вырнаçнă ялсене çитсе çынсене ĕç рынокĕпе паллаштараççĕ, професси улăштарас енĕпе индивидуаллă е ушкăнпа вĕренỹсем йĕркелеççĕ, ĕçпе çыхăннă юридици канашĕ параççĕ. Паян республикăра çакнашкал 12 мобильлĕ офис ĕçлет. Вăл шутра Патăрьел районĕнче те

Театр эрни иртĕ

Раççейри Театр çулталăкне тата Чăваш автономине тунăранпа 100 çул çитнине халалласа сентябрĕн 23-27-мĕшĕсенче республикăри халăх пултарулăхĕн театрĕсен кунĕсем иртеççĕ. Уяв программи анлă, спектакльсем кăтартĕç, районсенче ĕçлекен театр коллективĕсемпе пултарулăх каçĕсем иртĕç, мастер-классем йĕркелĕç. Театр эрни Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче пысăк историллĕ спектакльсем кăтартнипе уçăлĕ.

Форума хутшăннă

Чăваш Республикин делегацийĕ Калуга облаçĕнче иртнĕ "Çăкăр, эсĕ - тĕнче" форума хутшăннă. Унта çăкăр завочĕсемпе общество апатланăвĕн предприятийĕсем харпăр хăй производствипе паллаштарнă. Экспозицие пахча çимĕçпе улма-çырла композицийĕсем илемлетнĕ. Чăваш наци музейĕ "Аваллăх страницисем" сăн ỹкерчĕксен куравне йĕркеленĕ.

48 регионтан килĕç

Сентябрĕн 24-27-мĕшĕсенче республикăра XVIII "Библиокараван-2019" форум иртет. Чăваш Енре пуçласа йĕркелекен форума Шупашкар хулин 550 çулхи юбилейне тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă. Сумлă мероприятие 48 регионтан 400 ытла библиотека специалисчĕ хутшăнма кăмăл тунине пĕлтернĕ.

Промышленноçра- ỹсĕм

Кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче Чăваш Енре промышленность производствин индексĕ 2,6 процент ỹснĕ. Тĕрлĕ материалтан тăвакан производствăра вăл 5,1 процент хутшăннă. Промышленность комплексĕн организацийĕсенчен тиесе янă продукци калăпăшĕ асăннă хушăра 2018 çулхи январь-июль уйăхĕсенчипе танлаштарсан 17,3 процент пысăкрах. Малтанлăха шутланă тăрăх - производствăна сарнисем хушшинче - "ШЗСА", "КАФ", "Промтрактор-Вагон", "Промтрактор-Промлит", "Хĕвел", "ЧЗСА", "НПП "ЭКРА", "Чăвашторгтехника" обществăсем, ытти хăш-пĕр предприяти.

Портал пулăшать

"Халăх тĕрĕслевĕ" портал республикăра тăватă çул ĕçлет. Ресурсăн чи паха енĕсенчен пĕри вăл - ыйтăва хăвăрт пăхса тухни. Ыйтакан патне хурав вунă ĕç кунĕнче çитет. Ку - гражданин власть органĕ патне çыру янинчен е хăй кайса килнинчен виçĕ хут хăвăртрах. 2019 çулта портал урлă ыйту панисен 58 проценчĕ çак тытăма, патшалăх власть органĕсен ыйтусене татса парас енĕпе тунă ĕçĕсене пысăк хак панă.

Республикăшăн сасăлар

ТурСтат портал Раççейри хăш региона туристсем мĕн енĕпе ытларах килĕштернине палăртма ыйтăм ирттернĕ. Апат-çимĕç туризм енĕпе Чăваш Ен, Алтай, Краснодар, Ставрополь крайĕсем, Калининград облаçĕсем хальлĕхе малта пыраççĕ. Nationaln Geographic сайтри сасăлав октябрĕн 12-мĕшĕччен пырать.

.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика