Пултаруллă параппанçăсем

Категория: Публикации Опубликовано: 24.09.2019, 11:29 Просмотров: 185

Çĕмĕрле хулинче çарпа патриотла клубсен, параппанçăсен отрячĕсен республикăри фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енри 6 муниципалитетран 14 команда хутшăннă. 187 çамрăк армеец 3 номинацие тивĕç пулассишĕн тупăшнă. Çак йышра Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти "Грация" (ертỹçи А. Фролова) параппанçăсен отрячĕ те пулнă. Хĕрсен пултарулăхне маларах та пĕр хутчен çеç мар курса тĕлĕннĕччĕ. Вĕсем район шайĕнчи пысăк мероприятисенче хăйсен ăсталăхĕпе савăнтараççĕ.

Команда фестиваль-конкурсра элементсене тĕрĕс пурнăçласа "Параппанçăсен отрячĕсем" номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика