Пĕрремĕш юр палли пулнă

Категория: Публикации Опубликовано: 27.09.2019, 10:40 Просмотров: 150

УЛЛЕН пĕрер утăм хĕл патнелле тăватпăр. Республика территорийĕнче пĕрремĕш юр паллисем те пулчĕç. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата ытти хăш-пĕр районта сентябрĕн 24-мĕшĕнче вăхăтлăха тавралăх шурă пирпе витĕннĕ. Ваттисем сăнани тỹрре килсен тепĕр уйăхран хĕл лармалла. Унччен вара сивĕ кунсене кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленмелле.

Уйрăм çуртпа пурăнакансем пĕр кунах газ котелĕсене ĕçлеттерме пикеннĕ. Çак кунсенче больницăсемпе ача сачĕсенче, шкулсенче "кăмакасене" хутма пуçланă. Сăмах май, районĕпе 109 котельнăй, вĕсенчен вĕрентỹ сферинче -47. Пурне те хĕллехи тапхăр валли хатĕрлесе çитернĕ. Çут çанталăк газĕ вăхăтлăха чарăнсан та çуртсене ăшăтма кăмрăк çителĕклĕ турттарса килнĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика