Профсоюз аталанăвĕн çул-йĕрне уçăмлатрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 01.10.2019 10:18 Просмотров: 141

Район администрацийĕн ларусем ирттерекен Пысăк залĕнче вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, республикăри вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн специалисчĕ Е. Александрова хутшăнчĕç.

Районти вĕрентỹ сферинчи профсоюз организацийĕ 38 пуçламăш организацине пĕрлештерсе тăрать.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа вĕрентỹ ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ С. Елагина отчет турĕ. Светлана Геннадьевна иртнĕ тапхăра - 2014 çулхи сентябрьтен пуçласа паянхи кунччен - çутатрĕ. Отчетлă тапхăрта 1128 профсоюз членĕнчен тăракан йыш сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Педагогика коллективĕсем республикăри вĕрентỹ, çамрăксен политикин министерствипе профсоюз ирттерекен учительсен хорĕсен, çавăн пекех "Çĕнтерỹ салючĕ" смотр-конкурсĕсенче лауреатсем пулнă, районти хор коллективĕ (ытларах Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул учителĕсем) республикăри конкурсра "Чăвашла юрлакан юрăсем" номинацире (2016 çул) çĕнтернĕ.

Отчетлă тапхăрта культурăллă-массăллă, сывлăха упрама май паракан мероприятисем те сахал мар ирттернĕ. Вĕрентỹ ĕçченĕсем волейболла, шашка-шахматла выляса, йĕлтĕрпе, çуран чупса, шывра ишсе ăмăртнă. Вĕсенче çулленех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи, Турханти вăтам, Кивĕ Ахпỹртри, Çĕнĕ Ахпỹртри, Çĕньялти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкулсем, Патăрьелĕнчи "Сказка", "Солнышко", Сăкăтри "Çăл куç", Çĕнĕ Ахпỹртри "Çеçпĕл", Первомайскинчи "Шуçăм" ача сачĕсен коллективĕсем тата ыттисем те мала тухса савăнтарнă. Çавăн пекех республикăри спартакиадăсенчен те начар мар кăтартусемпе таврăннă.

Икĕ отчета пĕрле сỹтсе яврĕç. Тухса калаçакансем профсоюз ĕçченсен пурнăçне тивĕçлĕ витĕм кỹнине палăртрĕç. Район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Н. Андреева, вырăнти профсоюз организацийĕн председателĕ З. Чабатова, районти профсоюз организацийĕсен координаци канашĕн председателĕ Н. Мазякова ырă сĕнỹсем пачĕç.

Профсоюз райкомĕн председателĕ пулма С. Елагинăнах шанчĕç пуçтарăннисем. Çавăн пекех контрольпе ревизи комиссийĕн членĕсене çирĕплетрĕç, республикăри конференцие кайма делегат суйларĕç.

Юлашкинчен профсоюз ĕçне хастар хутшăннисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3