Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 01.10.2019 10:38 Просмотров: 567

Общество деятелĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Олег Михайлович Цыпленков (Ултияр) 60 çул каялла (03.10.1959) Кивĕ Катек ялĕнче çуралнă.

О. Цыпленков - И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет) выпускникĕ. Шупашкарти "Лакрей вăрманĕ" культурăпа кану паркĕнче оператор-машинистра, кайран Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта учительте тăрăшнă. 1984-1989 çулсенче - Патăрьелĕнчи ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, 1989-1991 çулсенче _ Чăваш ВЛКСМ обкомĕн идеологи секретарĕ, 1991-1994 çулсенче _-республикăри комсомол комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ. 1994-1995 çулсенче вĕрентỹ, наука тата аслă шкулăн министерствинче çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ пулнă. 1995-1999 çулсенче _ Чăваш наци конгресĕн секретариачĕн ертỹçи. Çавăн пекех Раççейри çамрăксен союзĕн тĕп комитечĕн бюро членĕ пулнă. Чăваш çамрăкĕсен "Сувар" Союзĕн йĕркелỹçи. Хальхи вăхăтра - "Чăвашкино" патшалăх киностудийĕн тата электронлă документсен архивĕн директорĕн çумĕ. Чăваш çамрăкĕсене патриотла воспитани парас енĕпе тăрăшса ĕçлет. Чăваш çамрăкĕсен "Сувар" Союзĕн йĕркелỹçи пулнă май хальхи вăхăтра унăн хисеплĕ председателĕ шутланса тăрать. Çулсерен историе юратакансемпе ĕлĕкхи чăвашсем пурăннă çĕре çул çỹревсем йĕркелет. Чăваш кинематографине аталантарас ĕçре пысăк тỹпе хывать. 1999 çултанпа "Сувар-фильм" телевидеокомпанин президенчĕ. Чăваш Республикин Кинематографсен союзĕн правленийĕн председателĕ (2014). Ентешĕмĕр Пĕтĕм чăвашсен "Асам" кинофестивалĕн йĕркелỹçисенчен пĕри шутланать.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5