Йĕркене пăсатăн - айăп илетĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 04.10.2019 12:10 Просмотров: 97

Сентябрĕн 30-мĕшĕнче йĕркене пăсакансемпе профи- лактика йĕркелекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Ăна РФ ШĔМĕн "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ, комисси председателĕн çумĕ А. Фомин ертсе пынă.

Унта Патăрьел, Сăкăт, Шăнкăртам ял тăрăхĕсенчи йĕркене пăсакан тата асăрхавсăр çул çитмен ачасемпе ĕçлекен профилактика канашĕсен ĕç-хĕл кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Г. Каллин "Хăрушлăхсăр хула" программăпа килĕшỹллĕн спорт, культурăллă-массăллă мероприятисенче пăхса тăмалли ятарлă хатĕр туяннине, халăх дружинине обществăлла йĕркелĕхе сăнаса тăма хутшăнтарнине каланă.

Саккуна пăсни ырри патне илсе пыманни, хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалли çинчен "Авангард" хаçатра та час-часах ăнлантаруллă статьясем пичетленни пирки хаçатăн тĕп редакторĕ А. Козлов пĕлтернĕ.

Патăрьел, Сăкăт Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕсем Н. Ялуков, Л. Чернов, М. Валитов профилактика канашĕ эрех-сăрапа иртĕхекенсемпе, унччен йĕркене пăснисемпе, хирĕçсе пурăнакан çемьесемпе туса иртттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăнă.

Йĕркене пăсакансемпе ĕçлекен комиссин секретарĕ, район администрацийĕн право тата кадр ĕçĕсен секторĕн тĕп специалист-эксперчĕ И. Купцов республикăри районсемпе хуласенче кăçалхи çур çулта йĕркене пăсасран йĕркеленĕ профилактика ĕçĕсен витĕмĕ пирки ăнлантарса панă.

Район прокурорĕ Н. Осипов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Управленийĕ тата Чăваш Республикин прокурорĕ, юстицин иккĕмĕш класлă патшалăх советникĕ В. Пословский обществăлла хăрушсăрлăхпа тата коррупцие хирĕçле кĕрешессипе йĕркеленĕ çырури информацие ларăва пухăннисем патне çитернĕ.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3