Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 04.10.2019 12:15 Просмотров: 104

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Александр Емельянович Леонтьев (07.10.1949- 26.01.2009) 70 çул каялла Красномайскинче çуралнă.

А. Леонтьев - Хусан патшалăх медицина институчĕн выпускникĕ. Вăл 1974-1983 çулсенче Патăрьел район больницинче врач-педиатр, тĕп врачăн çумĕ, тĕп врач пулса ĕçленĕ. 1985-1988 çулсенче Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ ача-пăча поликлиникинче тĕп врач çумĕ, тĕп врач, 1988-1998 çулсенче пир-авăр комбиначĕн санчаçĕн тĕп врачĕ, 1998-2007 çулсенче   4-мĕш номерлĕ хула больницин тĕп врачĕ пулса тăрăшнă, 2007-2008 çулсенче Шупашкарти Калинин районĕн администрацине ертсе пынă. 2008 çултан 2-мĕш номерлĕ ача-пăча больницин тĕп врачĕ пулнă.

А. Леонтьев республикăн обществăпа политика пурнăçне те хастар хутшăннă. Ентешĕмĕр Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма пĕрре мар суйланнă, хула тата район шайĕнчи депутат та пулнă. Ĕçри ỹсĕмсемшĕн "Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ" ята, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне, Чăваш Республикин  Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне, Чăваш Республикин Президенчĕн Тав хутне тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3