Выльăх пырне лартсан

Категория: Публикации Опубликовано: 04.10.2019 12:37 Просмотров: 247

Ĕне-выльăх, уйрăмах выçă чухне, шултăра туранă е тураман тымар çимĕçпе çĕр улми парсан чăмласа вĕтетмесĕрех çăтса пырне лартас хăрушлăх пур. Ун пек чухне вăл кавлемест, канăçсăрланать, пуçне тăсать е каçăртать. Хырăмлăхра газ нумай пухăннипе унăн сулахай аякĕ карăнать.

Пырăн мăй пайĕнче апат ларнине мăйăн сулахай енче алăпа хыпашласа пĕлме пулать. Вăхăтра пулăшу парсан ĕнене сыватма май пур. Тымар çимĕç пырне ларнине сиссенех ун çинчен ветеринари тухтăрне пĕлтермелле, капланса ларнă апата çийĕнчех кăларма тăрăшмалла. Пырăн малти пайĕнче лакса ларнă пулсан ăна алăпа кăларма пулать. Кун пек май килмесен ĕне çăварне пĕр курка тип çу е йĕтĕн вăрри вĕтетнĕ шыв яраççĕ. Пыра ларнă япалана тул енчен (тир витĕр) карланкă патнелле шутараççĕ. Тымар çимĕç карланкăран чылай аяларах, кăкăр тĕлĕнче тытăнса тăрсан, ăна резина трубкăпа, зондпа, мăн хырăмлăх енне чышаççĕ.

З. Телегина, район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалисчĕ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5