Савăнăçпа хавхалану куççулĕ - 55 çултан!

Категория: Публикации Опубликовано: 07.10.2019 12:53 Просмотров: 249

ЕНШИКРИ сакăр класс вĕренмелли шкултан 55 çул каялла вĕренсе тухнисем хăйсен икĕ пиллĕк- лĕ юбилей тĕл пулăвне сарăмсăр та пĕр йĕрсĕр ирттерме шутламан. Çак тĕллевпе унчченхи выпускниксем - паянхи кукамайсемпе асаннесем, кукаçисемпе асаттесем - Патăрьелĕнчи "Пегас" кафене пуçтарăннă.

Тĕл пулу йыхравне 19-ăн хапăл тунă. Вĕсем вара çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнченех пуçтарăннă: Тольятти, Мускав, Шупашкар, республикăн тĕрлĕ районĕнчен... Вĕсем хушшинче 55 çул пĕр-пĕрне курманнисем те пулнă. Паллă ĕнтĕ, ун пек чухне тĕл пулу савăнăçпа хавхалану куççулĕсĕр иртмест. Унчченхи каччăсемпе хĕрсен пичĕсене пурнăçăн "ỹнерçи" самай йĕр тунă пулин те, тăван ялтан пĕрле вĕренсе тухнисем шкул пурнăçне, çамрăклăха чылайччен аса илнĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Фролов ватăсене хут купăспа тĕрлĕ çемĕ каласа тата ытларах хавхалантарнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5