Юсав ĕçĕсемпе паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 07.10.2019 12:55 Просмотров: 74

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата республикăри культура министрĕн çумĕ Елена Чернова Именкассинчи клубри юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă. Ăна сахал йышпа пурăнакан ялсенчи культура çурчĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетес тата аталантарас енĕпе палăртнă мероприятисене пурнăçа кĕртнĕ май тăваççĕ.

Паянхи куна Ленар Шакиров подрядчик ĕçченĕсем çуртăн тăррине улăштарнă, пỹлĕмсене пỹлнĕ, чỹречесемпе алăксене çĕнетнĕ, урайĕпе сценине сарнă. Кĕрекен çĕре сăн кĕртеççĕ. Залпа пỹлĕмсене тирпейлеççĕ. Çутă хатĕрĕсене вырнаçтараççĕ. Юсав ĕçĕсем валли тĕрлĕ бюджетран 3 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Патăрьелĕнчи искусство шкулĕн çуртне те тирпейлеме пикеннĕ. Кунти ĕçсене "Энергострой" пĕрлешỹ (директорĕ И. Маков) йĕркелесе пырать. Килĕшỹпе 11 миллион тенкĕ ытла укçа расхутланмалла. Паянхи куна çурт тăррине юсанă. Чỹречисене, алăксене улăштарнă тата ытти те.

Ĕçе кăçалхи виççĕмĕш кварталта вĕçлемелле. Ĕçлĕ канашлура муниципалитет культура учрежденийĕсене юсас ĕçе еплерех пурнăçланине те тишкернĕ.

А. ИВАНОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3