Картишĕнче тем те пур - ĕне, сурăх, самăр вăкăр...

Категория: Публикации Опубликовано: 07.10.2019 13:00 Просмотров: 100

Сителте пурăнакан Иван Николаевич Васильев 67 çула кайнă пулсан та вăр-вар та харсăр, ĕçлĕхлĕ. Унпа калаçма пуçласан вăл пысăк тавракурăмлă пулни, паян та хăйĕн пĕлĕвне анлăлатма тăрăшни, пĕр вырăнта ларса тăма юратманни сисĕнет.

- Эпĕ 1961 çулта ялти шкула пĕрремĕш класа вĕренме кайрăм. Математикăна питĕ юратса вĕренеттĕм, анчах Пăлапуç Пашьелĕнче пĕлỹ илме тытăнсан темшĕн алă султăм. Шухă пулнă, урокра пит тăнласа ларас килместчĕ. 8 класа кайнă чухне хам мĕнлерех йăнăшнине ăнлантăм, анчах кая юлтăм. Ытти ачасене хăваласа çитме йывăртарах пулчĕ. Салтака кайсан вара математика предметне йăлтах çĕнĕрен пăхса тухрăм, -анчах виçĕ ача ашшĕн пепкисем пирки ытларах шухăшлама тивнĕ. Укçи-тенки те тăкăнсах тăман тĕп килтен уйрăлса тухса çурт лартнă çамрăк çемьен. Çапла Первомайскинчи подстанцинче электрикре тăрăшакан Иван Николаевич малалла пĕлỹ илесси çине алă сулнă та Чăвашпотребсоюзăн автобазине водителе ĕçлеме вырнаçнă. 14 çул вăй хунă кунта. Каярах "Росгосстрах" страхлакан компанинче тимленĕ: Сител, Пăлапуç Пашьел, Пỹртлĕ ялĕсемпе çỹренĕ. Тĕп ĕçĕсене кайнисĕр пуçне мăшăрĕпе - Лидия Романовнăпа - килĕнче выльăх-чĕрлĕх те йышлă тытнă. Çав вăхăтрах колхозра пайсем те илнĕ. Ĕçлемесĕр пĕр кун та пурăнман, ялан малалла талпăннă. Çулсем иртнĕçем çемье те пысăкланнă. Васильевсем 5 ачана - икĕ ывăлпа виçĕ хĕре - пурнăç парнеленĕ. Ачисем пурте аслă пĕлỹллĕ. Вĕсене вĕреннĕ çынсем пулччăр тесе ашшĕ-амăшĕ те сахал мар тăрăшнă.

- Ачасем аттестат илсе пĕрин хыççăн тепри тухса кая пуçласан выльăх йышне тата пысăклатрăмăр. Сыснасем çăвăрлаттарма пуçларăмăр. Çурасем лайăх ỹсчĕр тесе Шăнкăртамран пыршăсем кайса илеттĕмĕр те çуса тасатнă хыççăн пĕçерсе çитереттĕмĕр. Вĕсем ỹссен какая сутаттăмăр. Мĕнле те пулсан укçа-тенкĕ ытларах туса хĕрсемпе ывăлсене пулăшас тенĕ.

2016 çулта вара мăшăрпа, ачасемпе ларса шухăшларăмăр та фермер хуçалăхĕ йĕркелес терĕмĕр. Çав çулах патшалăх пулăшăвне те илме пултартăмăр. Грант укçипе тата ĕнесем, пăрусем туянтăмăр. Халĕ пирĕн сăвакан ĕне 11 пуç, самăрлатмалли - 10. Нумай пулмасть иккĕшне какая ăсат- рăмăр. Эпир вăкăрсене 400 килограмран иртмесĕр нихăçан та сутман. Сурăх та 90 пуçа яхăн усратпăр. Ăрачĕ тĕрлĕрен: курдюк, меринос...

Выльăхсен умĕнчен апат татăк тăратман. Килте иртнĕ ĕмĕрте ĕне-выльăха пăхассипе кăларнă кĕнеке пур, çавăнти рациона пăхăнма тăрăшатăп. Куллен пĕр ĕнене тăватă килограмран кая мар фураж çитеретпĕр, - тет хуçалăхĕ пирки каласа панă май И. Васильев.

Иван Николаевич сăмахне малалла тăсса вулакансене çакна та каласа хăварас килет: Васильевсем йышлă выльăх валли вырма вăхăтĕнчех 30-40 тоннăран кая мар тырă туянаççĕ. Ăна упрама ятарласа хуралтă тунă, çавăнтах килте усă куракан арман вырнаçтарнă.

Ĕне-выльăх тырă çинипе кăна тăмасть, утă-улăмĕ те кирлĕ. Фермерăн 16 гектар çĕр пур, кунта курăк çитĕнет. Хирте ялан тенĕ пекех хăйсем çеç- ачисем, мăнукĕсем - ĕçлеççĕ. Ытларах тĕп килте тĕпленнĕ Коля ывăлĕ вăй хурать. Сăмах май, вăл агронома вĕренсе тухнă. Нумай пулмасть çеç кредитпа туяннă МТЗ-82.01 маркăллă тракторпа сухалать, сỹрелет, çулать, турттарать. Хуçалăхра тислĕке те купалантарсах тăмаççĕ, çĕр пулăхлăхне лайăхлатма хире илсе тухаççĕ. Тата ытти хăш-пĕр ĕçсене пурнăçлама УАЗа хускатаççĕ. Ялта пурăнакансем витери выльăх тăракан вырăнти хăмасем хăвăрт çĕрнине, вĕсене улăштарсах, çĕнетсех тăмаллине питĕ лайăх пĕлеççĕ. Айĕсене сарма пăчкă кĕрпи те куллен тенĕ пекех кирлĕ. Колхозсем пур чухне кашни ялта тенĕ пекех пилорама пулнă, çавна май хăма ăçта çуртарасси пирки никам та пуç ватман. Паян ку ыйту нумайăшне шухăшлаттарать. Васильевсем выльăх нумай усранăран хăйсен вăйĕпе пилорама туяннă.

- Ĕçлемелле, вăй çитнĕ чухне ĕçлемелле. Эпĕ килте алă усса ларма юратмастăп. Ачаранах çакна хăнăхтарнă. Шкулта вĕреннĕ чухне, 1969 çулта, Ульяновск облаçĕнчи Чердаклинче стройкăра вăй хутăм. Пĕр уйăхшăн ун чухне 120 тенкĕ пачĕç. Çав укçапа вĕренме кайма тумтир тата ытти япаласем те илтĕм. Аттестатлă пулсан та унтах тăрăшрăм, скотник те, кĕтỹç те пултăм. Пĕр ĕçе те тиркесе тăман. Паян та çỹлтен мул ỹкессе кĕтсе лармастăп. Тĕрĕссипе, выльăхсем апат çинине пăхса тăрса эпĕ лăпланатăп, мана лайăх, - тет Иван Николаевич. Фермер малашлăха та ĕмĕтпе пăхать. Çитес вăхăтра самăртакан выльăхсен йышне тата ỹстерме, вĕсене усрама хуралтă тума палăртать.

Пĕлме кăсăклă:

Васильевсене Сителте "Серте" хушма ятпа лайăх пĕлеççĕ. Иван Николаевичăн ашшĕ 24 метр çỹллĕш громоотвод лартнипе, ялта пĕрремĕш ИЖ-49 маркăллă мотоцикл туяннипе палăрнă. И. Васильевăн шăллĕ Первомайскинчен Сителе асфальт çул сартарттарнă.

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3