Тỹлевпе татăлаймасăр çăмăллăхсене тивĕçеймĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 07.10.2019 13:01 Просмотров: 241

 Коммуналлă хытă каяшсемшĕн тỹлекенсен шучĕ юлашки вăхăтра кăштах ỹсрĕ. Июль уйăхне пĕтĕмлетнĕ хыççăн районта пурăнакансен 27, 65 проценчĕ парăмпа татăлса пыни паллă. Шел пулин те, хăш-пĕр ялта çĕнĕлĕхе халĕ те йышăнма васкамаççĕ. Чи пĕчĕк кăтарту - Ыхра Çырмин. Çак ялта тĕпленнисен 3,02 проценчĕ çеç тỹлевпе татăлнă. Ятарлă комисси çỹп-çап мĕн чухлĕ пухăннине черетлĕ хут виçнĕ чухне те кунта ăпăр-тапăр тултарнă икĕ михĕ çеç пулнă. Иртнĕ шăматкун, августăн 3-мĕшĕнче, "Полигон" пĕрлешĕвĕн автомашинисем Ыхра Çырмипе Чăваш Ишекĕнчен мĕн пурĕ те икĕ кубометр çеç илсе тухнă. Ыттисене ăçта хураççĕ? Паллă мар. Çав вăхăтрах Патăрьелĕнчи тата ытти çывăх ялти контейнерсене Шăнкăртамра, Ыхра Çырминче пурăнакансем автомашинăран çỹп-çап тултарнă михĕсене пушатса хăварнисене курнă тĕслĕхсем пур. Тытман вăрă вăрă мар, теççĕ-ха та, анчах сас-хура ахальтен те тухмасть.

Патак икĕ вĕçлĕ тенине те эпир ялан манатпăр. Çỹп-çапшăн панă квитанцисемпе вăхăтра татăлса пымасан патшалăх паракан хăш-пĕр çăмăллăхсене малашне сахал тупăшлă çемьесемпе инвалидсем тивĕçеймесен те пултараççĕ. Хытă каяшшăн тỹлесси коммуналлă тивĕçтерỹсемшĕн татăлмалли тỹлев шутнех кĕрет. Çавна май сахал тупăшлă çемьесен пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата комуналлă тивĕçтерỹсемшĕн субсиди илме справкăсем тăратнă чухне районти социаллă хỹтлĕх пайне çỹп-çапшăн тỹленине ĕнентерекен хут та кирлĕ пулать. Пĕр парăм та çук пулсан çеç тăкакланă укçана саплаштараççĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5