Шаннă кайăк йăвара пулман

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2019 09:41 Просмотров: 193

ХАЛĂХ тетелĕпе нуша курнисем пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче пĕлтерсех тăраççĕ, апла пулин те тивĕçлĕ йышăну тума пĕлместпĕр. Аслă çултисем кăна мар, çамрăксем те мошенниксен аллине çакланаççĕ. Республикăра пурăнакан пĕр хĕрарăм ача пулманнипе упăшки хăйĕнчен уйрăлса каясран хăранипе Интернет урлă паллашнă ăрăмçăран пулăшу ыйтнă. Хăйĕн укçи çитменнипе микрофинанс организацийĕнчен кивçен илнĕ. Куçпа курман çынна вăл 384 пин тенкĕ куçарса панă. Хăйне улталанине кайран тин ăнланнă, кун пирки полицие пĕлтернĕ. Ултавçа Оренбург облаçĕнче тытса чарнă.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5