Пултарулăх сезонне уçрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2019 09:55 Просмотров: 66

Юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн Именкассинчи клуба, пĕрлех районти культура ĕçченĕсем "Кĕрхи тĕссем" пултарулăх сезонне уçрĕç. Уяв мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри халăх ăсталăх центрĕн директорĕн çумĕ Валентина Яковлева, Пикшик ял тăрăхĕн ертỹçи Эмир Алимов хутшăнчĕç.

Ял клубне тĕпрен юсаса унăн пурлăхпа техника базине çирĕплетессине ятарлă программа пулăшнипе тунă. Юсав ĕçĕсене кĕске вăхăтра пурнăçланă. Çурт тăррине, чỹречисене, алăкĕсене, урайне, сценăна çĕнетнĕ. Электричество проводисене улăштарнă тата ытти те. Подрядчикĕ Л. Шакиров предприниматель пулнă.

Юлашки çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 15 клуба модернизациленĕ тата вĕсенче юсав ĕçĕсене пурнăçланă, иккĕшне çĕнĕрен тунă. Хальхи вăхăтра Тутар Сăкăтĕнче культура çурчĕ çĕкленет. Красномайскинчине тĕпрен юсанă, Турхан клубĕнче ĕçсем вĕçленеççĕ.

Уявра Чăваш Ен цифрăллă телекурава куçса пынă чухнехи мероприятисене хастар хутшăнса пурнăçланă ĕçсемшĕн республикăри цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Тав çырăвĕпе Туçа ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумне Алена Мальцевăна, Пикшик ял тăрăхĕн специалист-экспертне Алсу Сагдеевăна, Алманчă ял библиотекарьне Татьяна Каруева волонтера чысларĕç. Чăваш Республикинчи Муниципалитет канашĕн Хисеп грамотине район администрацийĕн социаллă аталану, туризм, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Алевтина Куданова, централизациленĕ библиотека системин директорĕ Алевтина Овчинникова, централизациленĕ клуб системин культурăпа кану центрĕн заведующийĕ Олег Салмин тивĕçрĕç. Çавăн пекех ĕçре палăрнисене "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн, район аминистрацийĕн Тав çырăвĕсене парса хавхалантарчĕç. Каншелĕнчи "Çăлкуç" халăх ансамблĕн ертỹçине Владимир Верликова Мари Республикинче ирттернĕ наци туй йăли-йĕркин фестиваль-конкурсне хутшăнса пултарулăхпа палăрса "Чи лайăх купăсçă" номинацие тивĕçнĕшĕн саламларĕç.

Крым Республикинче чăваш культурин фестивальне хастар хутшăннăшăн "Халăхсен туслăхĕн çурчĕн" дипломĕпе Патăрьелĕнчи халăх юрăпа ташă ансамбльне, унăн ертỹçине, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Анатолий Шакина, солисчĕсене Анастасия Якушкинăпа Вероника Арлановăна чысларĕç.

Культурăпа кану центрĕсемпе вĕсен таврашне тирпей-илем кĕртес енĕпе йĕркеленĕ районти конкурсра çĕнтернисене - "Клубсенчи чи лайăх кабинет" Кивĕ Ахпỹртри культура çурчĕ, "Илĕртỹллĕ чечек лаптăкĕпе газон" Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕ, "Чи тирпейлĕ культурăпа кану учрежденийĕ" Шăнкăртамри культура çурчĕ - палăртрĕç.

Пултарулăх сезонне уçма пур ял тăрăхĕнчи художество пултарулăх коллективĕсем те хутшăнчĕç. Сцена çинче чăваш, вырăс, тутар, ирçе юррисем янăрарĕç, илĕртỹл- лĕ ташшисем, шỹтсем пулчĕç. Купăсçăсен "Савăнăç" ансамблĕ хăйсен пултарулăхĕпе куракансене тыткăнларĕ. Ял халăхĕ кăмăлтан савăнчĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3