Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2019 09:58 Просмотров: 226

Яла каясшăн

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕпе Владимир Ивановпа тĕл пулнă вăхăтра пулас учительсене хатĕрлемелли тата кадрсен ыйтăвне татса памалли майсем пирки сăмах пуçарнă. Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çулта пурнăçа кĕме тытăнакан "Земство учителĕ" программăна хутшăнмашкăн хальлĕхе 43 çамрăк кăмăл тунă.

Курава хатĕрленеççĕ

Чăваш аграрийĕсем "Ылтăн кĕркунне" курава хутшăнма хатĕрленеççĕ. ХХI Раççей агропромышенность куравĕ Мускавра октябрĕн 9-12-мĕшĕсенче иртет. Чăваш Ен хăмлапа, сăрапа, шăрттанпа, аш-какай продукцийĕпе, сĕт юр-варĕпе, кондитер изделийĕсемпе, конфетсемпе мăнаçланма пултарать. Курав хăнисене шăпах çавсене кăтартĕç те. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов курав вăхăтĕнче тĕрлĕ инвестици килĕшĕвне çирĕплетессине те пĕлтернĕ.

Спектакль лартаççĕ

ЧР вĕрентỹ министрĕн çумĕ Алексей Гурьев тĕп хулари 4-мĕш лицейри çамрăк артистсемпе тĕл пулнă. Вĕренỹ заведенийĕн сцена искусствин студине çỹрекенсем "Театрлă Атăлçи" фестивалĕн регион тапхăрĕнче çĕнтернĕ. Алексей Гурьев çамрăк артистсене "Театрлă Атăлçи" фестивалĕн окург тапхăрĕнче ăнăçу суннă.

Хальхи технологисемпе усă курĕç

Раççейри цифрăллă пĕрремĕш çыравччен çулталăк юлчĕ. Чăваш Республикинче халăх çыравне хатĕрленнĕ май пурăнмалли çуртсен адресĕсене тĕрĕсленĕ. Регистраторсем 275,6 пин çурта тишкернĕ. Списока кĕртмен 3,7 пин çурта тупса палăртнă, 16,6 пинне унтан кăларнă (ишĕлнисене, çунса кайнисене, пỹртсем çук çĕр лаптăкĕсене). Хальлĕхе адрессен списокĕнче - 262,8 пин çурт.

Ăсататпăр салтака - Шупашкартан

Октябрĕн 1-мĕшĕнче черетлĕ призыв тапхăрĕ пуçланчĕ. Çак тапхăрта Чăваш Енрен 1057 çамрăка çара ăсатмалла. Салтака каякансене хальчченхи пек Канашра мар, Шупашкарта пухĕç.

Пирĕн продукцие кăркăссем кăмăлланă

Чăваш Енри электротехника хатĕрĕсем туса кăларакан предприятисем Кăркăсстана çитсе килнĕ. Унта "Опора России" общество организацийĕпе Кăркăсстанри "Дастан" компани пуçарнипе энергетика форумĕ иртнĕ. Чăваш Ен организацийĕсем хăйсен продукцийĕпе паллаштарнă, партнерсемпе тĕл пулса калаçнă.

Фестиваль иртĕ

Октябрĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар тĕрлĕ наци çыннисене уява пуçтарĕ. Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче регионсен хушшинчи "Çичĕ чечек" наци культурисен фестивалĕ иртĕ. Чăваш Ене тĕрлĕ регионтан - Чулхула облаçĕнчен, Мари, Пушкăрт, Тутар, Удмурт, Мордва республикисенчен, ытти тăрăхран - пултаруллă коллективсемпе алă ăстисем килĕç.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5