Пахча çимĕç хакĕ калаçтарать, 100 ыйту çуратать

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2019 10:16 Просмотров: 230

Кăçал пахча çимĕç культурисем ăнса пулчĕç. Акă, çĕр улмин вăтам тухăçĕ пĕр гектартан районĕпе иртнĕ çул çак вăхăт тĕлнелле 137 центнерпа танлашнă. Кăçал вара кăтарту 238 центнертан кая мар. Пĕлтĕрхинчен 100 центнер ытларах! Савăнмалла пек, анчах сутлăх хакне пĕлсен те йĕмелле, те кулмалла. Уйрăм çынсенчен "иккĕмĕш çăкăра" сентябрь пуçламăшĕнче виçĕ тенкĕпе туянчĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем те малтанхи вăхăтра 5 тенкĕпе çеç сутрĕç.

Юлашки çулсенче çĕр улми хакĕ савăнтарсах каймасть. Тен, çавăнпах пуль лартас текен хуçалăхсен шучĕ те чакса пырать. Пирĕн районта ăна пысăк лаптăкра ял хуçалăх предприятийĕсенчен "Батыревский", "Исток", "Красное Знамя" тата "Малалла" çитĕнтереççĕ. Районĕпе вара пĕтĕмĕшле 1002 гектар йышăннă. Ăна ĕнерхи кун тĕлне 768 (76,6 процент) гектар пухса кĕртнĕ. Тымар çимĕçе ăçта вырнаçтарса пыраççĕ-ха?

Петр Ялуков, "Батыревский" пĕрлешĕвĕн директорĕ:

- Хуçалăхра çĕр улми 270 гектар йышăннă. Ăна кăларса пĕтертĕмĕр. Пĕрлешỹре "иккĕмĕш çăкăра" упрама ятарлă управсем тунă, çавна май унта та хĕл валли, хаксем кăшт хаклансан сутма хунă. Ытлашшине туянакансем килсен вĕсене парса яратпăр. Хальхи вăхăтра 6,5 тенкĕпе илеççĕ. Ют регионтан килсе туянаççĕ.

Хак çуллен пĕр пек пулмасть. Çакна шута илсех пур культурăна та лартма, пур отрасле те аталантарма тăрăшатпăр. Пĕр çул - пĕрин, тепринче теприн хакĕ пулать. Çĕр улмине туса илме пирĕн пур услови те пуррине шута илсе çитес çул та кăçалхи чухлех "иккĕмĕш çăкăра" лартма планлатпăр. Вăрлăх хатĕрленĕ.

Иван Соловьев, "Исток" çĕр ĕç фирмин директорĕн çумĕ:

- Агрофирмăра халь шăпах çĕр улми пуçтарса илессипе ĕçлеççĕ. Чылай хуçалăхра ăна комбайнпа тирпейлесе кĕртеççĕ, пирĕн патăрта трактор ятарлă агрегатпа кăларнă хыççăн хирте вăй хуракансем алăпа пухаççĕ. "Иккĕмĕш çăкăра" туянас текенсен кăмăлне шута илсе çапла тăватпăр.

Халь хак кăшт ỹсрĕ-ха, çакă савăнтарать. Туянас текенсем пур, вĕсем тĕрлĕ регионтан килеççĕ.

Çĕр пуйма та, выçă вилме те памасть, теççĕ халăхра. Чăнах та çапла. Ял хуçалăхĕнче хаксем пĕр вĕçĕм выляса тăраççĕ. 2010 çулхи шăрăх хыççăн çĕр улмие лавккаран 30-40 тенкĕпе те туянтăмăр, кăçал вара ăçта хумаллине те пĕлмелле мар. Кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр пирки те çакнах каламалла. 20 çул каялла та вĕсене 2-3 тенкĕпе сутнă, халĕ те унтан пит пысăках мар. Çуркунне çитсен ирĕксĕрех пахчана мĕн акса тултармалла-ши текен шухăш çуралать. Акас-лартас мар, хыт-хурана ашкăнтарса пите хĕретес килмест. Эпир çитĕнтермесен хакĕ те ỹссе каять.

Юрать-ха ял çынни выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк тытать. Ăнса пулнă тухăçа вĕсем юратсах çиеççĕ.

О. ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5