Халăх утрĕ савăнса

Категория: Публикации Опубликовано: 08.10.2019 10:24 Просмотров: 195

Пĕтĕм Раççейри утакансен кунне халалласа Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта спорт уявĕ иртрĕ. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ Алексей Краснов, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул директорĕ Наталия Андреева саламларĕ.

Сывлăх акцине хутшăнакансем 400 тата 1000 метрлă дистанцисене утса тухрĕç. Финишра вара вĕсене сертификатсемпе чысларĕç. Старта тăнисенчен Еншикри 88 çулхи Николай Урмаков чи асли, Патăрьелĕнчи 2 çулхи Аня Иванова чи çамрăкки пулчĕç. Çавăн пекех Ивановсен çемйи тăватă ачипе пĕрле утса тухса "Спорт çемйи", Патăрьелĕнчи 1-мĕшпе 2-мĕш вăтам шкулсем тата "Василек" ача сачĕ "Чи нумай йышпа хутшăнакан", Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти 3 а класра вĕренекенсем "Спортпа туслă класс" номинацисенче палăрчĕç.

А. ИВАНОВ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Декабрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5