Çитĕнекен ăру тивĕçлĕ воспитани илтĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 14.10.2019 10:12 Просмотров: 174

Ачасене мĕн пĕчĕкренех юратнăран эпĕ хамăн пурнăçа вĕсемпе çыхăнтартăм. Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнчи "Хĕвел" ача садĕнче ĕçлетĕп. Çитĕнекен ăру тивĕçлĕ воспитани илтĕр, анлă тавракурăмлă пултăр, аслисене хисеплеме, кĕçĕннисене юратма вĕрентĕр тесе тăрăшатăп. Çавна май тăтăшах тĕрлĕ мероприяти йĕркелетпĕр. Çулленех вĕсемпе юмахсем лартатпăр. Кăçал Николай Ытарай çырнă "Çăмха" халапа сцена çине кăлартăмăр, районта çĕнтерỹçĕ пулса Шупашкара кайма тивĕçрĕмĕр. Республикăн тĕп хулинчен те пушă алăпа килмерĕмĕр. Эпир унта призерсен ретне тăтăмăр.

Воспитателĕн ашшĕ-амăшĕпе те тачă çыхăну тытма тивет. Вĕсем те ачасемпе пĕрле йĕркелекен уявсене, конкурссене, спорт ăмăртăвĕсене хаваспах хутшăнаççĕ. Çывăх вăхăтра Кĕрхи бал йĕркелеме палăртнă. Ушкăна çỹрекенсемпе пикенсех ăна интереслĕ ирттерсе яма хатĕрленетпĕр.

Ачасемпе ĕçлекенĕн хăйĕн те пĕлĕвне пĕр вĕçĕм ỹстерсе тăма тивет. Ятарлă курссене çỹренисĕр пуçне конкурссенче те хамăр тавракурăма анлăлататпăр. Кăçал "Çулталăк воспитателĕ - 2019" конкурса хутшăнтăм. Çĕнтерỹçĕ пулаймарăм пулин те вăл мана ыттисен ĕç опычĕпе паллашма май пачĕ.

Н. СЫНКОВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1