Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 15.10.2019 11:46 Просмотров: 191

Тĕрĕ ăстисемпе тĕл пулнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш тĕррин музейĕнче наци тĕррин маçтăрĕсемпе тĕл пулнă. Асăнса хăвармалла: асăннă музее 2015 çулхи июн.н 23-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ нухратпа уçнă. Тĕл пулăва тĕрĕ ăстисенчен Татьяна Петрова, Татьяна Шаркова, Евгения Жачева, Любовь Вазюкова, Зинаида Воронова, Нина Наумова, Людмила Балтаева, ыттисем хутшăннă. Сăмах илекенсем те чылайăн пулнă.

Чире вăхăтра парăнтармалла

Атăлçи округĕнче çĕнĕ проект пурнăçа кĕме тытăннă. Унăн тĕллевĕ – аутизм чирĕпе аптăракан ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне пулăшасси. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, аутизм сĕмĕллĕ  ачасен йышĕ çулран çул ÿсет.

Улатăрта мобильлĕ технопарк пулĕ

Улатăрти технологи колледжĕн ĕçченĕсем Чулхулари «Кванториум» технопарка çитсе курнă. Вĕсем куçса çÿрекен технопарк ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Ăна хальхи йышши пысăк технологисемпе тивĕçтернĕ. Унта ачасем робототехника, промышленность дизайнĕ тата ытти енĕпе хушма пĕлÿ илеççĕ. «Кашни ачан ăнăçăвĕ» проектпа (вăл «Вĕрентÿ» наци проектне кĕрет) килĕшÿллĕн 2020-2021 çулсенче Улатăрти колледжра мобильлĕ технопарк уçма палăртнă.

Çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕреççĕ

Республикăри онкологи диспансерĕ усал шыçăпа чирлĕ çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнче хирургин, хими терапийĕн, пайăрка (лучевая) тата пĕрлехи сиплевĕн мĕн пур майне тенĕ пекех ĕçе кĕртнĕ. Онкологи служби халĕ 10-15 çул каяллахинчен самай уйрăлса тăрать. Вăл çĕнелнĕ, чылай лайăхланнă.

Тупăш пĕлтĕрхинчен пысăкрах

ЧР Финанс министерстви пĕлтернĕ тăрăх, октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджетне тупăш енĕпе 40,3 миллиарда яхăн тенкĕлĕх пурнăçланă. Пĕлтĕрхи январь-сентябрь уйăхĕсенчипе танлаштарсан çак виçе 16,6 процент пысăкрах. Çав шутра хамăрăн тупăшсем – 21,6 миллиард тенке яхăн. Ку виçе те пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 2,1 процент пысăкрах. Республика бюджетне кĕнĕ налук тупăшĕсен калăпăшĕ 20,7 миллиард  тенкĕрен кăшт иртнĕ.

Сезон уçăлнă

К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 102-мĕш сезон уçăлнă. Çĕнĕ сезон Чăваш халăх писателĕн Петр Осиповăн пьеси тăрăх лартнă «Сурхури сăри» спектакльпе пуçланнă. Çак уйăхрах «Пилĕк пăтлă юрату» камитĕн премьери иртнĕ. Ăна Антон Чеховăн «Чайки» тăрăх лартнă. Николай Терентьевăн «Мĕн-ши вăл телей?» пьесине çĕнетсе куракан умне кăларĕç. Алексей Герасимов артист Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне ачасем валли çĕнĕ спектакль хатĕрлет. Театрта «Халăх юратакан артистсем» кĕнекен презентацийĕ иртнĕ. Геннадий Кирилловпа Мария Митина хатĕрлесе кăларнă кĕнекере театрта 1918-2018 çулсенче ĕçленĕ тата халĕ тăрăшакан артистсем çинчен çырса кăтартнă.

Палăк хатĕрлеççĕ

Шупашкар районĕнче «Хурланакан амăшĕ» («Скорбящая мать») палăка тăвас енĕпе ĕçлеççĕ. Скульптурăна Чăваш Енре вырнаçтармĕç. Вăл Аслӑ Çĕнтерÿ пулнӑранпа 75 çул çитнĕ тĕле Севастопольте вырăн тупĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1