Асăрханăр, ачасем!

Категория: Публикации Опубликовано: 15.10.2019 13:00 Просмотров: 173

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта хăрушсăрлăх эрни ирттертĕмĕр. Унта ачасене явăçтарса тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕмĕр.

Çул-йĕр правилисене пăхăнманнине пула транспортпа çыхăннă инкексем нумай пулаççĕ, вĕсенче тепĕр чухне вилмеллипех аманаççĕ. 7-14 çулсенчи ачасем инкеке лекни пăшăрхантарать. Аварие пула сусăр тăрса юлакан та сахал мар. Çавăнпа та çул-йĕр правилисене пĕлмелле, асăрханмалла.

Класс ертỹçисем, инструкторсем вĕренекенсемпе калаçусем, тĕлпулусем йĕркелерĕç. Кĕçĕн классенчи ачасем ỹкерчĕксен конкурсне хутшăнчĕç. Кунта А. Пыркина, А. Макарова, Т. Никитин, Д. Пыркин маттурсем пулчĕç. Викторинăра 4а класс (ертỹçи Е. Николаева) çĕнтерчĕ. Ачасем пĕчĕкренех çул-йĕр правилисене пĕлни сисĕнчĕ, тулли хуравсем пама пултарчĕç.

Районти ГИБДД уйрăмĕн аслă инспекторĕпе П. Поляковпа тĕл пулу йĕркелерĕмĕр. Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн ĕçченĕ хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, ачасене кăсăклантаракан ыйтусем çине тарăн хуравсем пачĕ. Çавăн пекех вăл кашни вĕренекенĕн çутта хирĕç çутатакан паллăсем пулмаллине аса илтерчĕ, çитĕнекен ăрăва çул-йĕр правилисене пăхăнмалли буклетсем парса савăнтарчĕ.

В. АНТИПОВ.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1