Ял малашлăхĕ - çамрăксенче

Категория: Публикации Опубликовано: 15.10.2019 14:30 Просмотров: 164

Ялсен культурăпа истори еткерлĕхне упрас, пурăнакан вырăнта тĕпленме шут тытнисене ĕçе пуçăнса кайма условисем туса парас тĕлĕшпе мал ĕмĕтлисен пуçарăвĕпе Пĕтĕм Раççейри çамрăксен канашĕ Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерстви пулăшăвĕпе "Хăвăн ĕçне ялта хăюллăн пуçăн!" проекта çул пама пикенет.

Çавна май Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче тĕл пулу иртрĕ. Унта студентсем, хушма хуçалăха тытса пыракансем, фермерсем хутшăнчĕç. Малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ В. Львов район аталанăвĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 218 хресчен фермер хуçалăхĕ йĕркеленнĕ. Республика шайĕпе танлаштарсан та чи пысăк кăтарту çакă. 118 фермер хăйсен ĕçне ỹсен-тăран отраслĕнче, 80-шĕ- выльăх-чĕрлĕхпе аталантарса пырать. Юлашки 7 çулта 50 фермер патшалăх пулăшăвне илнĕ.

Мĕнле майпа фермер хуçалăхĕ йĕркелемелле-ха? Патшалăх пулăшăвне илес тесен мĕн тумалла? Çак ыйтăва уçăмлатма пулăшрĕç Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн представителĕсем. И. Царевский тавар туса илекенсене çăмăллатнă кредитсем панипе паллаштарчĕ. К. Синичкин, Ю. Ильина, Е. Ромашкина студентсем ял хуçалăхне комплекслă аталантармалли малашлăх тата пуçаруллă бюджет çинче чарăнса тăчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.

Мероприятие хутшăннисем Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе паллаштаракан видеоролик пăхрĕç. Вĕренỹ заведенийĕ çинчен тулли информаци илчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1