Тĕп çĕнĕлĕхсенчен пĕри - хальхи технологисемпе усă курни

Категория: Публикации Опубликовано: 15.10.2019 16:43 Просмотров: 174

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ юлашкинчен 2010 çулта иртнĕ. Тепри çитес çулхи октябрь уйăхĕнче пулмалла. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче яваплă мероприятие тивĕçлипе хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕллевпе 33 çынтан тăракан комисси йĕркеленĕ, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пырать.

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ, çырав комисссийĕн председателĕн çумĕ Светлана Чернова ертсе пынипе комиссин пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Хатĕрленỹ ĕçĕсене еплерех йĕркелемелли пирки РФ патшалăх статистика службин Чăваш Енри уйрăмĕн пай начальникĕ Людмила Гурьева ăнлантарса пачĕ.

Çыравăн тĕп çĕнĕлĕхĕсенчен пĕри - хальхи технологисемпе усă курни. Çынсем çырава Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă хутшăнма, унти электронлă çырав хучĕсене тултарма пултараççĕ. Çавăн пекех стационарлă çырав пункчĕсем те ĕçлеççĕ. Виççĕмĕш меслет - яланхи пекех, çыруçăсем кил тăрăх çỹреç- çĕ. Вĕсем ĕçре ятарлă планшетсемпе тата смартфонсем усă курĕç. Çыруçăсем интернет-çырава хутшăнман пĕтĕм çын патне çитме тивĕçлĕ.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем нумай çуллăха официаллă кăтартусем шутланĕç. Çавăнпа та яваплă мероприятие çỹллĕ шайра ирттерсе яма тăрăшмалла. Пухăннисем комиссин ĕçĕ-хĕлĕн планне те çирĕплетрĕç. Унпа килĕшỹллĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене урамсене çутăпа тивĕçтерес, урам ячĕсемпе çурт номерĕсене кăтартакан табличкăсене йĕркелессине тимлĕх уйăрма сĕннĕ, çитменлĕхсене çывăх вăхăтра пĕтерме хушнă.

А. ИВАНОВ

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Ноябрь 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1