Ядерлă заряда сăнама хутшăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 18.10.2019, 11:34 Просмотров: 259

малалли

Пĕринче шала та кĕрсе курнăччĕ. Урайĕнче пирĕнни пек хăма тавраш çук, пăлан тирĕсем кăна выртаççĕ. Чỹречисем пуррине те ас тумастăп. Халăхĕсем вырăнтан-вырăна куçса çỹренĕ, сунар ĕçĕпе аппаланнă. Сельсовет председательне Тылка Вылка тесе чĕнеççĕ тетчĕç. Мана çак сăмахсем темшĕн ĕмĕрлĕхе пуçа кĕрсе юлнă. Шупашкарта аслă ывăл патне кайсан, Мате Залка текен чарăнура анса юлмаллаччĕ. Маншăн вăл яланах Тылка Вылкăна аса илтеретчĕ...

Испытани вырăнĕнчен каялла Архангельска кайнă чухне Колгуев ятлă утрав патĕнче чарăнма тиврĕ. Тинĕсре шторм тухрĕ, пирĕн вара пĕр карап кивĕрехчĕ. Вăл шыври çил-тăвăла чăтаймасть пуль тесе шутланă. Çавăнпа эпир çурма çулта ларакан çак утрав тĕлĕнче икĕ кун çанталăк лăпланасса кĕтрĕмĕр. (Колгуев утравĕ континентран 80 çухрăм айккинче, Баренец тинĕсĕнче.- Авт.)

Атом бомбисене сăнанă вырăнсенче виçĕ уйăха яхăн тăнă хыççăн хамăр базăна таврăнтăмăр". Атом бомби - халиччен этемлĕх курман-пĕлмен тĕлĕнмелле хăрушă хĕç-пăшал. Ун çинчен эпир шкул саккинченех 1945 çулхи августра американецсем Японин Хиросима тата Нагасаки хулисене çак бомбăсене самолет çинчен пăрахса пĕр самантра çунтарса-кăмрăклантарса яни, çавăн чух туххăмрах пин-пин çын пĕтни çинчен илтнĕ.

Пирĕн çĕршывра çак хăрушă хĕç-пăшала туса хатĕрлесси юлса пынă-ха. Çавăнпа атом бомбине тепĕр тăватă çултан, 1949 çулхи августра çеç Семипалатинск хулинче тĕрĕслесе курнă. Тĕпрен илсен, çĕр айĕнчи тата çĕр çийĕнчи результатсем ун чухне пĕтĕмпех паллă пулнă темелле. Шыври атом взрывĕн тĕпчевĕсем вара пирĕн хамăрăн çав-çавах пулман-ха.

Çĕнĕ условисенче (ядерлă заряда торпедăсем çине те вырнаçтарма пикенсен) çар карапĕсене еплерех çул-йĕрпе аталантармалла? Акă мĕн канăç паман пирĕн конструкторсене, çĕршыв ертỹçисене. Семипалатинскри полигон çак ыйтусем çине хурав парса пĕтереймен. 1954 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче СССР Министрсен Совечĕ Çĕнĕ Çĕр çинче (Новая Земля) тепĕр полигон тăвас пирки постановлени кăларнă. Вырăнне архипелагăн континента çывăхрах тăракан Кăнтăр утравĕнчи Гусиная Земля çурма утрав таврашне палăртнă. Сентябрĕн 17-мĕшĕнче стройка ĕçĕсем пуçланнă. Вăрттăнлăхра тăвакан объекта "Спецстрой-700" ят панă.

Строительствăна виçĕ зонăна пайланă. "А" зона Черная губа (тинĕсĕн тип çĕре тăсăлса кĕрекен шыв чĕлхи) тĕлĕнче вырнаçнă. Унта команда пункчĕ, штаб, столовăй, сăнавçăсен общежитийĕ, çыранти приборсен пункчĕсем тата стендсем, ытти гидротехника тата инженери сооруженийĕсем туса лартнă. Куçса çỹрекен халăхсен тата сунарçăсен чарăну вырăнĕ шутланакан, хайхи пирĕн Малов аса илекен Белушья губара ("Б" зона) тĕрлĕ лаборатори, склад, службăра кирлĕ, пурăнмалли тата йăла ыйтăвĕсене тивĕçтермелли çурт-йĕр вырнаçтарнă. Кунтах атом зарядне пухмалли ятарлă сооружени çĕкленĕ. Вăл тĕп база пулса тăнă. (Белушья губан малашнехи ячĕ _ Архангельск-55). Рогачево поселокĕнчи "В" зонăра тимĕр сарнă полосаллă аэродром тунă. Унта реактивлă истребитель авиаци полкĕ, ятарлă заданисене (кино ỹкерме, сывлăш пробисене илме, радиактивлă пĕлĕтсене сăнама) пурнăçлакан эскадрилья, транспорт авиацийĕ вырнаçнă. Кунта вертолетсен бази те тăнă.

Темиçе çула тăсăлмалли стройкăна питĕ те кĕске тапхăрта, рекордлă срокра, 12 уйăхра туса пĕтернĕ. Çакăн хыççăнах полигона флотăн пысăк вăйĕсене куçарнă. Çав шутра август уйăхĕнче Архангельск хули çумĕнчи флотилин тăшманăн шыв айĕнче çỹрекен карапĕсем çине сунара тухакан кораблĕсене те полигон таврашне, тата тĕрĕсрех, Белушья губа тĕлне (хайхи "Б" зона") илсе килме приказ çитнĕ. Тинĕс çар флотĕнче çав вăхăтра службăра тăракан пирĕн Петр Малов та хăйсен карапĕпе çав йыша лекнĕ.

Паллах ĕнтĕ, виççĕмĕш рангри кораблĕн ахаль матросĕ çак таврара мĕн пулса иртнине тĕплĕн пĕлме пултарайман. Пысăк вăрттăнлăхра ирттерекен сăнав ĕç-пуçне вăл кăна мар, çутă пакунсемпе çỹрекен хăш-пĕр офицерсем те чухламан. Çапах пирĕн ентеш каласа кăтартнине сивлер мар. Вăл хăй мĕн курни-илтнине куç умне кăларать.

Чăн тĕрĕссипе вара акă мĕн пулса иртнĕ. 1955 çулхи август вĕçĕнче полигонăн пĕрремĕш черетĕнче тăракан объекчĕсене хута янă. Çак вăхăта СССР Правительстви те испытани пуçлама постановлени йышăннă. Сăнав ирттернĕ çĕре Мускавран пысăк начальниксем йышлăн килсе çитнĕ. Вĕсен йышĕнчеТинĕс-Çар Флочĕн командующийĕн пĕрремĕш çумĕ Горшков адмирал (1956 çултанпа - Флот главнокомандующийĕ - СССР Оборона министрĕн çумĕ), Н. И. Павлов генерал-майор, пулас маршал А. И. Неделин, ытти пысăк çар пуçлăхĕсем.

Сăнавсене наука енчен çав пирĕн Малов асне кĕрсе юлнă Н. Н. Семенов, пĕрлех Е. К. Федоров тата С. А.Христанович академиксем ертсе пынă. Заряд конструкторĕсемпе туса хатĕрлекенсем те кунтах çитнĕ. Ядерлă зарядăн марки - РДС-9. Полигонта самолет çинчен пăрахакан бомбăна мар, 633 миллиметр калибрлă торпеда çине вырнаçтармалли ядерлă изделие сăнама палăртнă. Çак йышши торпедăсене Саров (ун чухне Арзамас-16) ятлă хулара туса хатĕрленĕ. Малтан палăртнă пекех, торпедăна ятарлă сооруженинче пуçтарнă, унтан сентябрĕн 21-мĕшĕнче тральщик трюмне хурса ытти çар кораблĕсемпе пĕрле Черная губа бухтине питĕ вăйлă асăрханса илсе тухнă. Тральщикпе те ахаль офицер мар, контр-адмирал хуçаланнă. Сыхланакана турă та сыхлать. Çак операцине сывлăшран истребитель самолетсем, тинĕсрен хăватлă çар кораблĕсем хỹтĕлесе тăнă.

Н. ЛАРИОНОВ, Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика